Вторник, 31 января, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Талантлă класс

Талантлă класс

Пысăк юхан шыв пĕчĕккинчен пуçланать пулсан, талант çăл куçĕ, паллах, ачаран вăй илсе аталанать.

Кашни шкултах вĕренекенсем хушшинче сăвă-калав çыракан, юрă юрлакан, музыка инструменчĕсемпе ăста вылякан, лайăх ỹкерекен е ытти ырă енĕпе уйрăлса тăракан пур. Çирĕклĕ Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти 4-мĕш класра вĕренекенсен пысăк пайĕ гитара, хут купăс калассипе маçтăр.

— Класри 14 ачаран 9-шĕ Елчĕкри искусство шкулĕн вĕрентекенĕ Сергей Краснов патне ăсталăхне туптама çỹреççĕ. Вăл вĕсене тĕрлĕ музыка инструменчĕпе выляма вĕрентет, — пĕлтерет тăваттăмĕшсен класс ертỹçи Зинаида Михеева.

Ачасем конкурссене те хастар хутшăнаççĕ.

Е.КРЫЛОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: тăваттăмĕшсем З.Михеева класс ертỹçипе пĕрле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code