Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ объектсем хута ярасшăн

Çĕнĕ объектсем хута ярасшăн

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев коммуналлă хытă каяшсемпе ĕçлемелли объектсем тăвас ыйтăва хускатнă.

Республикăра тивĕçлĕ мероприятисене пурнăçламалли «çул-йĕр карттине» туса хатĕрленĕ. «Çак документпа килĕшỹллĕн каяшсемпе ĕçлемелли инфратытăм объекчĕсем валли çĕр лаптăкĕсем уйăрма палăртнă. Çав шутра каяшсене сортлакан 3 станци пулмалла», — тесе пĕлтернĕ Олег Николаев.

Вăл Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2030 çул тĕлне çĕршывра каяшсен 50 процентĕнчен кая мар пайне утилизацилемелли тĕллев лартнине аса илтернĕ. Çавна май чавса пытаракан каяшсен тỹпи палăрмаллах чакмалла. «Çак тĕллевпе пĕр пĕтĕмĕшле инфратытăм йĕркелемелле, — тенĕ регион ертỹçи. — Çакă сортланă хыççăн каяшсен май пур таран ытларах пайне тирпейлеме май памалла, пытаракан каяшсен тỹпине чи пĕчĕк шая антарассине тивĕçтермелле».

Маларах асăннă объектсене хута яма чылай вăхăт тата пысăк укçа кирлĕ. Республика Раççей Правительстви уйăракан грантпа усă курас тĕллевлĕ. Ыттине вара «Раççей экологи» операторĕ» ППКпа пĕрле концесси механизмĕпе усă курса явăçтарасшăн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code