Четверг, 20 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юлашки гектарсем

Юлашки гектарсем

Октябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсенче тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 27092 гектар ытла (91 процент) лаптăк çинче кĕрхи çĕртме сухи тунă.

«Прогресс» АХОра пур ĕçе те вăхăтлă та пахалăхлă пурнăçласа пыраççĕ. Паянхи кун тĕлне кунта çĕр лаптăкĕсене 2409 гектар çинче сухаланă, ку ĕçе çак кунсенче вĕçлĕç.

Хуçалăхăн тĕп агрономĕ Александр Владимиров пĕлтернĕ тăрăх, суха ĕçĕнче Александр Антонов, Дмитрий Марков, Геннадий Куприянов, Валерий Охотин, Петр Колсанов, Сергей Муллин механизаторсем пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ. Хăйсене шаннă «тимĕр утсене» тикĕссĕн ĕçлеттереççĕ, вăхăтлă юсаса тăраççĕ вĕсем.

Хуçалăхăн Патреккелĕнчи бригадинче пулнă май эпир юлашки юлнă лаптăксене сухалакан Александр Антонов механизатор патне чарăнтăмăр. Хăйĕн бригадинче ĕç-хĕл мĕнле пурнăçланнипе интересленсех тăракан Александр Чернов та унтахчĕ. Вăл ĕçченсене ырă енчен çеç палăртрĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Александр Антоновпа Александр Чернов

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code