Пятница, 27 января, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Медицина тытăмĕнче — 54 çул

Медицина тытăмĕнче — 54 çул

Тăван тăрăхра çуралса ỹссе пурнăçĕнчи вырăнне аякра тупнă ентешĕмĕрсемпе паллашнă май çакна асăрхатăн: шăпа панă çулсем шултраланса пынă май вĕсем çуралнă вырăншăн ытларах та ытларах тунсăхлаççĕ, тăван тăрăхра пулса иртекен пулăмсемпе уйрăмах интересленеççĕ.

Людмила Красновăпа (хĕр чухнехи хушамачĕ Алексеева) Патреккел хорĕ хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тунă кун паллашнăччĕ. Уçă, хаваслă та кăмăллă хĕрарăмпа сăмах пуçартăмăр ун чух. Пĕр вăхăт Елчĕкри культура çуртĕнче илемлĕх ертỹçинче ĕçленĕ Геннадий Борисов пирки нумай ыррине каларĕ çамрăк чух хăй те хора çỹренĕ Людмила Васильевна, вăл вăхăтри пурнăç пирки хаваслансах каласа пачĕ. Унтанпа çыхăнăва çухатмастпăр, час-часах шăнкăравласа пĕр-пĕрин сывлăхĕпе интересленетпĕр. Тăван вырăнта черетлĕ хут пулнă май тĕл пулса калаçма та май тупрăмăр.

Людмила Краснова 1969 çултанпа Мускав хулинче пурăнать, медицина тытăмĕнче 54 çул тăрăшнă. Кăçалхи август уйăхĕнче анчах уйрăлнă вăл юратнă ĕçĕнчен. «Шăпа Сире çĕршывăн тĕп хулинче пурăнма пỹрнĕ. Мĕнле пулса тухнă-ха ку пулăм? Мĕншĕн шăпах Мускав хулине суйласа илнĕ Эсир?» — интересленетĕп эпĕ. «Çапла. Чылай чух хамăр пĕр тĕрлĕ шухăшлатпăр пулсан та, пурнăç пирĕн шăпана тепĕр майлă çавăрса хурать. Эпĕ 1948 çулта Елчĕк ялĕнчи Василий Алексеевичпа Мария Филипповна Алексеевсен çемйинче кун çути курнă. Анне Тăвай районĕнчи Улянкă ялĕнче çуралса ỹснĕ. Ăна, музыка преподавательне, направленипе пирĕн района ĕçлеме янă пулнă. Специальноçпа ĕç пулман курăнать, çывăх çыннăмăр «Солнышко» ача садне ĕçлеме вырнаçнă та, ĕмĕрĕпех воспитательницăра тăрăшнă. Атте тĕрлĕ вырăнта бухгалтерта ĕçленĕ. Туслă çемьере 4 ача çуралса çитĕннĕ: Алевтина, Валерий, Людмила, Николай. Аслă хĕрĕ Алевтина атте пекех бухгалтер профессине суйласа илнĕ. Валерий электрикра тăрăшнă. Николай Петропавловск-Камчатский хулинче службăра тăнă, радиаци витĕмне лекнĕ. Эпĕ вара шкул хыççăнах тĕрлĕ ĕçре тăрăшрăм: малтанах столовăйра чашăк-тирĕк çурăм, унтан «Солнышко» ача садĕнче воспитатель пулăшуçинче ĕçлерĕм. Елчĕкри больницăра медсестрасем хатĕрлекен каçхи уйрăм уçăлсан унта вĕренме кĕтĕм. Кăнтăрла ĕçленĕ, каçхине вĕреннĕ. 1969 çул манăн пурнăçа йăлтах тепĕр майлă çавăрса ячĕ. Ача садĕнче ĕçлеттĕмччĕ ун чухне. Унта Таяпа Энтри ялĕн хĕрĕсем те тăрăшатчĕç. Пĕр кунĕнче вĕсенчен пĕри мана урамра пĕр çын кĕтсе тăнине пĕлтерчĕ. Тухрăм — ман умра палламан йĕкĕт тăрать. Мана пĕлнине, эпĕ аслă классенче унăн Лиза йăмăкĕпе пĕрле вĕреннине хыпарлать. Килĕшетĕп унпа — пурччĕ ун пек хĕр. «Мускавра ĕçлесе пурăнатăп, отпуска килтĕм, малашне сире те унта илсе каясшăн», — тет хайхи. Унăн сăмахĕсене шỹт вырăнне йышăнса мана Мускав кирлĕ маррине, ял пурнăçне кăмăлланине пĕлтертĕм, калаçăва çирĕппĕн татса каялла кĕрсе кайрăм ун чух. Ятне те астуса юлаймарăм. Ку калаçу хыççăн темиçе кунтан каçхине тантăшсемпе клубран ташă каçĕнчен таврăнатпăр — хыçра çỹллĕ çын утнине асăрхарăм. Ача садне калаçма пынă йĕкĕте аса илтерчĕ вăл. Хăранипе чĕре ура тĕпне анса ларчĕ тейĕн, васкавлăн утса хăвăрт киле кĕрсе кайрăм. Анчах та куç хывнă каччă мана алăран вĕçертме шухăшламан та иккен. Пĕринче ирпе-ирех Елчĕк урамĕпе утнă вăхăтра Таябинка юхан шывĕ çийĕн хывнă кĕпер çинче ман ума автомашина чарăнчĕ те мана темиçе арçын йăтса кузов çине çĕклесе те лартрĕç. Ун чухне пирĕн тăрăхра хĕр вăрласси йăлараччĕ. Эпĕ питĕ хытă кăшкăрнин усси пулмарĕ. Мана Никонор, унăн ятне темиçе кунран анчах астуса юлайрăм (кулать), килĕнче амăшĕ кĕтсе илчĕ, сĕтел хатĕрленĕ вăл. Тĕлĕнмелле сăпайлă та ырă хĕрарăм. «Кин те кин», — тет мана. «Эпĕ сирĕн кинĕр мар, кăларса ярăр, ямасан илме килеççĕ мана», — тесе хуравлатăп. Никонорăн тăван амăшĕ 3 çулта чухнех вилнине, вăл тăван мар амăшĕпе ỹснине пĕлтĕм. Çапла пĕр вырăнтан хускалмасăр вăрах лартăм пукан çинче. Кăштахран вара Алевтина аппа илме килчĕ. Кĕпер çинче эпĕ кăшкăрнине, мана автомашинăпа лартса илсе кайнине паллакансем илтсе, курса юлнă. Тĕлĕнмелле те, Красновсем манăн аппана хирĕç каймарĕç, мана унпа тухса кайма ирĕк пачĕç. Аппа йывăр çынччĕ, çавăнпа та ăна хирĕç тăмарĕç курăнать. Киле таврăнсан тумсене улăштартăм та — тỹрех ĕçе васкарăм — мана качча вăрласа кайнине пĕтĕм коллектив пĕлет. «Ахалех каялла килнĕ эсĕ çавăн пек ырă çынран», — теççĕ пĕрле ĕçлекенсем. Тепĕр кунне пирĕн çурт умне каллех автомашина килсе чарăнчĕ — Никонор атте-аннепе калаçма килнĕ. Эпĕ пытантăм паллах. «Ниçта та ямастăп хĕрĕме, вăл кайсан манăн алă усăнсах юлать», — илтĕнет анне сасси. Атте вара килнĕ хăнасемпе калаçнă хыççăн мана верандăна чĕнсе тухрĕ те çапла каларĕ: «Çемйи лăпкă. Ĕмĕр пирĕнпе пурăнаймастăн, хăçан та пулсан пĕрех качча каймалла. Хăв шухăшла, Люда». Атте çавăн пек ĕнентерỹллĕн калаçнă хыççăн эпĕ каялла кайма, Никонорăн мăшăрĕ пулма килĕшрĕм.

— Каятăп, — терĕм куççуль витĕр.

Çапла вара эпĕ Никонорăн арăмĕ пулса тăтăм. Вăл Мускавра пысăк стройкăра ĕçлетчĕ. Отпуска килнĕскер, кĕске вăхăтра туй турĕç, темиçе кунран мана пĕрле илсе кайрĕ. Çав çултанпа эпĕ — çĕршывăн тĕп хулинче. Мăшăрăм, чăн та, лăпкă та ырă çын, маншăн сăпайлă мăшăр, ачасемшĕн ăшă чунлă атте пулчĕ. Икĕ ача — ывăлпа хĕр çитĕнтертĕмĕр унпа», — питĕ кăсăклă каласа пачĕ Людмила Васильевна кĕске калаçура хăйĕн пĕтĕм пурнăçĕ пирки.

Тĕп хулара малтан общежитинче пурăннă çемье. Кайран хваттер панă. Ĕç стажĕ ан татăлтăр тесе пĕр хушă хăй те стройкăра ĕçленĕ Л.Краснова. Кайран хăйĕн профессийĕпе ĕç тупăннă. Пĕлĕвне малалла ỹстерсе аслă пĕлỹ илме те ĕмĕтленнĕ хĕрарăм, анчах та çемьеллĕ, ача-пăчаллă пурнăç ĕмĕтне пурнăçлама май паман.

— Медицинăра 5 теçетке ытла çул ĕçлерĕм. Çак хушăра темле лару-тăрăва та лекнĕ. Чирлисене яланах пулăшма ăнтăлаттăмччĕ. Кашниех куçран шанăçпа пăхатчĕç вĕсем. Хĕрхенсе, пулăшма тăрăшса çĕрĕпе шухăшласа выртнă самантсем те пĕрре мар пулнă пурнăçра, — аса илет ĕç ветеранĕ.

Çак хушăра сахал мар Хисеп хутне, тав сăмахне тивĕçнĕ Елчĕк хĕрĕ.

Паянхи кун ачисен, мăнукĕсен, тăванĕсен тимлĕхĕнче савăнать хĕрарăм. Аппăшĕ ир пурнăçран уйрăлсан унăн тăлăха юлнă ачисене хăйĕн хỹттине илнĕ вăл, вĕсене çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, вĕренсе çын пулма пулăшнă, халĕ те ырă-канаш сĕнỹпе пулăшса пырать. «Пирĕн иккĕмĕш анне», — теççĕ вĕсем Людмила Васильевна пирки ăшшăн.

Шел пулин те, мăшăрĕ йывăр чире пула 2000 çулта пурнăçран уйрăлнă.

Çывăх çыннисем ырă-сывă пулни, вĕсем сăлтавсăрах шăнкăравлани, сывлăхĕпе интересленсех тăни хăйшĕн пысăк телей пулнине пĕлтерет хĕрĕн çемйипе пурăнакан Людмила Васильевна.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Л.Краснова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code