Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Николай Петрова асăнса

Николай Петрова асăнса

Çулсеренех районта Николай Викторович Петрова асăнса сĕтел çи теннисла выляссипе уçă чемпионат иртет. Шăпах иртнĕ кану кунĕсенче çак вăййа юратакансем А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен «Улăп» спорт çуртне пуçтарăннă. Спортсменсене «Улăп» ФОК директорĕ Иван Егоров, Николай Викторовичăн кĕрỹшĕ Дмитрий Савинов (вăл Елчĕк çамрăкĕсен фончĕн представителĕ) тата ыттисем саламланă, Н.Петрова ырăпа аса илнĕ.

Унта Елчĕк, Çĕнĕ Пăва, Курнавăш, Аслă Елчĕк, Аслă Таяпа, Патреккел шкулĕсем хутшăннă. Çак йĕркепех командăсем ăмăртура палăрнă.

2007 çулсенчи тата кĕçĕнреххисем хушшинче Александр Киселев, Мария Воронова (Елчĕк шкулĕ), 2005-2006 çулсенчисенчен Алексей Лапин (Курнавăш), Светлана Окружнова (Елчĕк) çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă.

Сĕтел çи чемпионатĕнче Елчĕк, Патăрьел, Вăрнар тата Шăмăршă, Тăвай районĕсен спортсменĕсем тупăшнă. Хăнасемпе пĕрле Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа, Курнавăш ял тăрăхĕсем те команда тăратнă. Вĕсенчен чи маттуррисем Елчĕксем пулнă. «Ăмăртăвăн чи çамрăк участникĕ», «Ăмăртăвăн чи аслă участникĕ» ятсене 10 çулхи Антон Никонов, 74 çулхи Петр Козлов (Елчĕк) тивĕçнĕ. Куракансем кăмăлне каякан призсене Александр Киселев, Антон Айметов, Алексей Арбузов çĕнсе илнĕ.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Петровсен çемйи, Елчĕк çамрăкĕсен фончĕ, спонсорсем дипломсемпе, парнесемпе, мала тухнă командăсене кубоксемпе чысланă.

Сăн ỹкерчĕкре: пьедестал çинче — мала тухнисем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code