Пятница, 19 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Округра — пĕрремĕш

Округра — пĕрремĕш

Çĕршыври цифра трансформацийĕн ертỹçисен рейтингĕнче Чăваш Ен хăйĕн позицине палăрмаллах лайăхлатнă. Кăçалхи 9 уйăх пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, регион Раççей субъекчĕсен хушшинче — 12-мĕш.

Атăлçи округĕнче 1-мĕш вырăнсене йышăннă. Рейтинга хатĕрленĕ чухне тĕрлĕ саманта шута илеççĕ — экономикăн тĕп отраслĕсен цифра «пиçĕлĕхĕнчен» тытăнса ИТ-отрасле патшалăх енчен тĕревлемелли мерăсем йышăнни таран. Чăваш Енĕн хайхи цифра «пиçĕлĕхĕ» сывлăх сыхлавĕнче, хула хуçалăхĕпе строительствăра, вĕрентỹре пысăк шайра. Информаци хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе те пысăк ĕç пурнăçланă. Киберхăрушсăрлăх штабĕ ĕçлет. Сăмах май, иртнĕ эрнекун ку енĕпе пирвайхи вĕренỹ иртнĕ, командăсем хакерсен тапăнăвĕсене сирме, çакнашкал тĕслĕхсене тĕпчеме вĕреннĕ.

Патшалăх енчен пулăшассине илес пулсан республикăра ИТ-отрасль компанийĕсене ансатлатнă системăпа илекен налук тĕлĕшпе çăмăллăх панă, аккредитациленнĕ компанисен ĕçченĕсем ипотека тĕлĕшпе çăмăллăхпа усă кураççĕ.

Чылай регионта, сăмахран, пурлăх, çĕр налукĕсем, аренда тỹлевĕсем тĕлĕшпе çăмăллăхсем пур — вĕсемпе Чăваш Енре те усă курма пулать.

Патшалăх ИТ-отрасль валли пысăк укçа тăкакланине те палăртмалла: пĕлтĕр 430 миллион тенкĕ уйăрнă, кăçал ку виçе самай пысăкланнă — 832 миллион.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code