Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йывăрлăхсене парăнмаççĕ, пурнăçа ỹпкелешмеççĕ

Йывăрлăхсене парăнмаççĕ, пурнăçа ỹпкелешмеççĕ

Пĕр самантлăха анчах куçа хупса тăрар. Тĕттĕм…Нимĕн те курăнмасть. Шел пулин те, пирĕн хушăмăрта çут çанталăк илемне вуçех курманнисем е япăх курса пурнăçне ирттерекенсем те сахаллăн мар.

Ун пек çынсем епле кун кунланине вĕсен вырăнĕнче пулса курмасăр пĕлеймĕн, паллах. Куç курманнисен обществи шăпах вĕсене тĕрлĕ енлĕн пулăшас, йывăр вăхăтра алă тăсса парас тĕллеве малти вырăна хурса ĕçлет. Пирĕн уйрăм Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи куçĕсем курман тата япăх куракан çынсене пĕрлештерсе тăрать. Хальхи вăхăтра вĕсем пурĕ 123-н шутланаççĕ. Вĕсенчен 21-ĕшĕ — пĕрремĕш, 33-шĕ — иккĕмĕш, 54-шĕ виççĕмĕш ушкăн инваличĕсем. Çавăн пекех ачаран курманнисем те пур.

Çĕршывра коронавирус чирĕ пуçланиччен куç курманнисемпе пĕрле пухăнса тăтăшах тĕрлĕрен мероприятисене тата ытларах йĕркелеме вăхăт тупаттăмăр. Халĕ те, хăрушсăрлăх мерисене пăхăнса, вĕсемпе тачă çыхăну тытатпăр. Пурте хапăлласа йышăнакан шашка-шахмат ăмăртăвĕсене, алă ĕçĕн, апат-çимĕç куравĕсене, юрă-ташă конкурсĕсене сахал мар йĕркелетпĕр. Ку чухне уйрăмах В.Краснова (Елчĕк), З.Немцева (Ĕнел), В.Шадрина (Аслă Таяпа), М.Воронова (Тĕмер) хастар пулнине палăртма кăмăллă.

Мероприятисене ирттерме пире библиотекарьсемпе культура ĕçченĕсем, тĕрлĕ шайри специалистсем (пенсипе социаллă страховани фончĕсен, социаллă хỹтлĕх, больница, юридика служби, район администрацийĕ) нумай пулăшаççĕ. Вĕсем пире вăя кĕрекен çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнисĕр пуçне, канаш-сĕнỹ те параççĕ. Мероприятисене ирттернĕ тата ытти чухне те, паллах, спонсорсен пулăшăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Уйрăмах «Слава картофелю» агрофирма» ООО директорне Х.Идиатуллина, «Эмметево» ООО директорне Юрий Лапшина, «Яманчỹрелĕнчи сельхозхими» ОАО директорне Герман Петрова тата ыттисене пирĕн нушана ăнланнăшăн, ырă кăмăллă пулнăшăн чĕререн тав тăватпăр.

…Куç курманнисен кунне пĕтĕм тĕнчипех паллă тăваççĕ. Шăпах çак кун француз çынни — Валентин Гаюи çуралнă. Вăл 1784 çулта Парижра суккăр ачасене хăй килĕнче пуçтарса мăкăрăлчăк (рельефлă) алфавитпа усă курса хутла вĕрентме пуçланă. Каярахпа ăна Александр патша Раççее чĕнсе илнĕ. Кунта та вăл хăйĕн пархатарлă ĕçне малалла тăснă. Ахальтен мар пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн кунне вăл çуралнă кун Пĕтĕм тĕнчери куç курманнисен кунĕ тесе палăртнă.

Чирлĕ çынсем нумаййăн, анчах вĕсем пуçĕсене усмаççĕ, мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ. Çакна нумай тĕслĕхпе çирĕплетсе пама пулать. Куç курманнисен обществин районти уйрăмĕнче ĕçлекенсем чирлисене чăтăмлăх сунаççĕ, вĕсем пĕччен пулманнине, йывăрлăхра вĕсене пулăшма яланах хатĕр пулнине пĕлтереççĕ.

Г.МИХАЙЛОВ,
куç курманнисен обществин председателĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code