Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Вакцинацие — çĕнĕ мелпе

Вакцинацие — çĕнĕ мелпе

Чăваш Ене коронавирусран хỹтĕлеме сăмсаран сирпĕтмелли вакцинăн пĕрремĕш ушкăнне илсе килнĕ.

Ăна медицина организацийĕсене 8 пин доза илсе çитермелле. Хулан тĕп больницинче çĕнĕ мелпе вакцинацилеме пуçланă ĕнтĕ. Икĕ компонентлă вакцинăна сывласа илнĕ вăхăтра сăмсана сирпĕтеççĕ. Ăна сăмсаран икĕ хутчен ямалла. Иккĕмĕшпе виçĕ эрне хыççăн вакцинацилеççĕ. Сывлăх сыхлавĕн министерствин сайтĕнче прививка пункчĕсен ĕç вăхăчĕпе паллашма пулать. Вăхăтра вакцинаци туни чире сарăлма памĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code