Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пит хаклă-çке эс, çуралнă кĕтес…

Пит хаклă-çке эс, çуралнă кĕтес…

Кашни çыншăн çуралса ỹснĕ кĕтес питĕ паха. Вăл уншăн яланах илемлĕ, илĕртỹллĕ, ырă, хăватлă. Мĕншĕн тесен вăл мĕн пĕчĕкрен выляса, кулса ỹснĕ тавралăх чуна çывăх, хăй патне туртакан асамлă вăйпа хăватлă.

Элпуç Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхне кĕрет. Вăл аслă çул хĕрринче вырнаçнăран, кунта пурăнакансене хулана е район центрне мĕнле кайса килесси нихăçан та шутлаттарман. Килтен тухса кăштах уçă сывлăшпа киленсе утатăн та — автобус чарăнăвне çитсе тăратăн. Паян унталла та, кунталла та каякан автобуссем унчченхи пек нумай çỹремеççĕ пулсан та расписание пĕлсе çула тухакансем кирлĕ çĕре часах çитсе килеççĕ.

Ялта 87 хуçалăх шутланса тăрать. Вĕсенчен çурри пушă. Хăшĕ-пĕри дача вырăнне усă курать. Çав вăхăтрах çĕр çумне пĕкĕрĕлнисем те çук мар. Пропискăра 173 çын. Çирĕклĕ Шăхаль шкулне каякан ачасем улттăн. Чи ватă арçын — 91 çулхи Николай Михайлов. Ун хыççăнах Анатолий Столяров вăрăм ĕмĕрлĕ кун-çулне такăрлатать. Хĕрарăмсенчен чи асли — Мария Мясникова. Вăрçă ветеранĕн тăлăх арăмĕ 94 çула ярса пуснă. Тыл ветеранĕ Раиса Гурьева унтан кăштах çамрăкрах — 91 çултан иртнĕ.

— Ватти пур та латти пур тенĕрен, пирĕн ялта 80 çултан иртнĕ 23 çын пурăнать. Вĕсем пурте хăй вăхăтĕнче тăван хуçалăх производствине аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшулăхĕпе, тỹрĕ кăмăлĕпе палăрнă, — терĕ ялти ветерансен канашĕн ертỹçи Нина Ильина.

Вăл Агния Краснова, Елена Захарова, Римма Захарова, Николай Михайлов, Раиса Гурьева, Мария Мясникова, Нина Мякина, Раиса Лапшина, Николай Лапшин, Мария Печкина, Анатолий Столяров, Зоя Столярова, Иван Мясников, Антонина Мясникова, Тамара Печкина, Клавдия Волкова тата ыттисене те ырăпа аса илчĕ.

Сăмахăма малалла тăсиччен «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ Нина Ильина пирки. Вăл пулăшнипе Элпуçĕн паянхи харсăр çыннисемпе куçа-куçăн калаçма, çывăхрах паллашма май килчĕ те. Нина Николаевна хăй те ку тăрăхра кăна мар, районта ырă та пархатарлă ĕçĕпе, ăш пиллĕхĕпе, харсăрлăхĕпе палăрать. Канашри финанс техникумне пĕтернĕ Тĕмер хĕрĕ Элпуç каччине — Владимир Ильина качча тухсан тăван хуçалăхра экономистра ĕçлеме пуçланă та çулран-çул паха опыт пуçтарса тĕрлĕ должноçра тăрăшнă: экономист, тĕп экономист, тĕп бухгалтер, райадминистрацин контрольпе ревизи пайĕн начальникĕн çумĕ, райадминистрацин тĕп бухгалтерĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ. Халĕ те общество ĕçĕнче хастар пултаруллă хĕрарăм.

Ильинсем виçĕ ача çуратса кашнине аслă пĕлỹ панă. Вĕсем хулара ĕçлесе пурăнаççĕ. 4 мăнукĕ Нина Николаевнăпа Владимир Петровичăн чун йăпатмăшĕ.

Кунта пурăнакансем мĕнле сывлăхпа пурăннине пĕлес тесе хăтлă ФАПа кĕтĕмĕр. Хальхи йышши çĕнĕ медучрежденире ĕçлеме те, сывлăха çирĕплетме те мĕнпур услови пур. Фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Надежда Волкова аслă ăру çыннисен сывлăхĕпе тăтăшах интересленет, тухса çỹрейменнисем патне килĕсене çитет. Икĕ çул каялла кăна кунта ĕçлеме пуçланă медицина сестри кĕске вăхăт хушшинчех ял халăхĕн хисепне çĕнсе илнĕ. Куллен Çуткỹл ялĕнчен ĕçе çỹрекен Надежда Петровна 237 çыннăн сывлăхĕшĕн (Кармалсем те кĕреççĕ) тимлет. Ял çыннисене грипран, коронавирусран прививка тăвасси çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Диспансеризаци витĕр те вăхăтлă тухса пырать халăх. Ватăсем ыйтсан сиплевçĕ хăех районти аптекăсене кĕрсе тухса эмелсем илсе килсе парать.

Ялти клуб çурчĕ чылай çул тĕксĕммĕн ларать. Авариллĕ пулнăран хупма тивнĕ ăна. Халĕ вара çĕршыв шайĕнчи суйлавсене фельдшерпа акушер пунктĕнче ирттереççĕ. ФАПри тирпейлĕхшĕн Лидия Леонтьева тăрăшать. Чылай çул ялти библиотекăра ĕçленĕ Лидия Сергеевна хуçасем вăхăтĕнче культура çине пысăк тимлĕх уйăрманшăн пăшăрханать.

Элпуç-Кармал тесессĕнех район çыннисем Лапшинсене аса илеççĕ. Çак хушамат ку тăрăхра чăннипех те анлă сарăлнă. Чи малтанах «Эмметево» сахал яваплă общество хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе палăрать. Юрий Лапшин ертсе пыракан хуçалăха 2002 çулта йĕркеленĕ. Çулсерен ĕне выльăх йышне ỹстерсе продуктивлăха лайăхлатаççĕ, тыр-пул çитĕнтереççĕ. Ял хĕрринче вырнаçнă фермăри выльăх пăхакансем ытларахăшĕ ытти ялсенчен. Сăлтавĕ те паллă: Элпуçре вăйпитти çынсем сахал. Харсăррисенчен Захаровсене палăртмалла. Валерипе Светлана чылай çул унта тăрăшаççĕ. Валерий Константинович хальхи вăхăтра сĕт турттарать, Светлана Николаевна килти ирхи ĕçсене вĕçлесен фермăна васкать. Вăл выльăх фельдшерĕнче тата техник-осеменаторта тăрăшать. Валерий хуçалăхăн ăста комбайнерĕ. Алексей ывăлĕпе иккĕшĕ кăçал та хуçалăх уй-хирĕнчи мĕнпур тыр-пула пуçтарса кĕртнĕ.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

В.КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code