Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çемьесем пулăшусăр юлмĕç

Çемьесем пулăшусăр юлмĕç

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлăва савăнăçлă самантран пуçларĕ: тĕрлĕ çулсенче яваплă ĕç вырăнĕсенче тимленĕ, районăн социаллă экономика аталанăвне тивĕçлĕ тỹпе хывнă хăй тытăмлăх органĕсен ветеранĕсене «Елчĕк районне — 95 çул» асăну медалĕсене парса чысларĕ.

Владимир Кузьмин (Кĕçĕн Шăхаль), Геннадий Веков (Вырăскасси), Александра Анисимова (Хăвăлçырма), Михаил Баймушкин (Тăрăм), Фаик Идиятуллин (Сăрьел) хăйсен ĕçне тивĕçлипе хакланăшăн, манманшăн, куç тĕлне тунăшăн район ертỹлĕхне чун-чĕререн тав тунине пĕлтерчĕç.

Хальхи вăхăтри çивĕч ыйту вăл — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2022 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче кăларнă «Мобилизаци йĕркипе çар службине кайнисен çемье членĕсене пулăшмалли мерăсем çинчен» калакан хушăва пурнăçа кĕртесси. Çак ыйтусене уçăмлатма халăха социаллă пулăшу паракан районти центрĕнче директор тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Морозова тата социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Наталия Николаева хутшăнчĕç. Вĕсем каласа кăтартнинчен çакна пĕлме пулчĕ: мобилизаци йĕркипе çар службине кайнă çемье членĕсене, хăйсен ĕçне тỹлевлĕ майпа йĕркелекен вĕрентỹ, культура, спорт тата ытти учрежденисенче пулнă чухне, укçа тỹлеттермелле мар. Вĕсен ачисене шкулта куллен икĕ хутчен вĕри апат çитермелле, тĕрлĕрен кружоксемпе секцине çỹренĕшĕн те укçа илмелле мар. Социаллă хỹтлĕх учрежденийĕсене йышăнăва черетсĕр кĕртмелле, çар çыннисен çемье членĕсене социаллă хỹтлĕхпе усă курмалли документсене хатĕрлеме пулăшмалла… Социаллă пулăшу паракан районти центр никĕсĕ çинче мобилизаци йĕркипе кайнисен çемйисене тимлĕхпе тивĕçтерес тĕллевпе координаци центрĕ йĕркеленĕ.
Хальхи вăхăтра районтан мобилизаципе кайнă кашни çемьен социаллă паспортне тунă. Унта тăванĕсене, ачисене, вĕсем мĕнле çăмăллăхпа усă курнине тата ыттине те кĕртнĕ. Ноябрĕн 14-мĕшĕ тĕлне районта пурăнакан 4 ача шкулсенче тỹлевсĕр апатланать, 3 ача Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илет.

Мобилизациленĕ граждансен тăванĕсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусемпе координаци центрĕпе çыхăнса ыйтса пĕлме пултараççĕ.

Леонард Левый мобилизаци йĕркипе кайнисен çемйисен тĕлĕшĕпе влаç органĕсен, социаллă тата ытти службăсен уйрăмах тимлĕ пулмаллине палăртрĕ:

— Пирĕн кашни çемьене ятран пĕлмелле, палламалла, вĕсене кирлĕ пулăшупа вăхăтра тивĕçтермелле, — терĕ вăл.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code