Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Итлев иртнĕ

Итлев иртнĕ

Район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн 2023 тата 2024-2025 çулĕсенчи бюджечĕн проектне пăхса тухассипе халăх итлевĕ иртрĕ.

Тĕп доклада райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина турĕ. Проекта РФ Бюджет кодексĕн требованийĕсене, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин нормативлă право акчĕсене кĕртнĕ улшăнусене тĕпе хурса хатĕрленĕ. Прогноз тăрăх, Елчĕк муниципалитет округĕн бюджечĕн тупăш пайĕ çапларах пулĕ: 2023 çулта — 449,3 миллион тенкĕ, 2024 тата 2025 çулсенче — 408,7 тата 406,5 млн тенкĕ. Бюджетăн тăкаксен пайĕ 2023 çулта 462,9 млн, 2024 — 410,6 млн, 2025 — 408,2 млн тенкĕ. Дефицит пайĕ 2023 çулта — 13,6 млн, 2024 çулта — 1,9 млн, 2015 çулта — 1,7 млн тенкĕ.

Виçĕ çулхи тапхăрта бюждетăн пысăк пайне социаллă пурнăçпа культура сферине ярĕç. 2023 çулта, сăмахран, асăннă тытăмсене 302,4 млн тенкĕ (бюджет расхучĕсен калăпăшĕн 65,3 проценчĕ) уйăрĕç, çав шутран вĕрентĕве аталантарассине — 240,1 млн, культурăна — 39,1 млн, физкультурăпа спорта — 0,3 млн, социаллă политикăна — 22,8 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code