Суббота, 22 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Турă çулне тупма çăмăл мар

Турă çулне тупма çăмăл мар

XX ĕмĕрте чăваш ялĕсенчи хĕрарăмсем пурте йышлă ача-пăча çуратнă. Кашни килĕрех 7-8 ача ỹснĕ. Аслă Пăла Тимеш ялĕнче 10 ача çуратнă амăшĕсем те пур. Вулакана вĕсенчен пĕринпе, çывăх кунсенче 90 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленекен Мария Пантелеймоновна Димитриевăпа паллаштарас кăмăлăм пысăк.

«Ача амăшĕ героиня» хисеплĕ ята тивĕçлĕ пулнă Марче аппан пурнăçĕ, ку вăхăтри ытти çынсенни пекех, пĕрре те çăмăл пулман. Çемьере 6 пĕр тăван пулнă вĕсем. Мария 2-мĕш ача, 1932 çулхи раштавăн 3-мĕшĕнче кун çути курнă. Хĕр ача ашшĕне вăрçăна илсе кайнине те лайăх астăвать. Аслă тетĕшĕпе — Ильяпа иккĕшĕ вĕсем амăшĕшĕн чи шанчăклă пулăшакансем пулса тăнă. Амăшĕ, Евдокия — Хĕрлĕçыр хĕрĕ, Турра ĕненекен çын пулнă. Мăшăрĕ — Пантелеймон Игнатьевич вăрçăра чухне ачисене те ашшĕ сывă таврăнтăр тесе кĕлĕ тутарнă. Çемье кĕлли тивĕçлĕ пулнă, урасăр пулсан та ашшĕ сыв пуçпа киле таврăнма пултарнă. Çакăнтан пысăк телей урăх пулма та пултарайман. Ашшĕ-амăшĕ колхозра ĕçленĕ май ачисем те вăй çитнĕ таран пĕрлешỹллĕ хуçалăх ĕçне хутшăннă. Мария ялти шкулта 5 çул вĕреннĕ. Малалла ăçта каланă — çавăнта ĕçлеме хутшăннă. Чул, торф кăларма Владимир облаçне те çитнĕ. Нихăçан та нăйкăшман, тумтир начар пулсан та шăла çыртса ĕçленĕ. Çĕмĕрт куçлă, хура çỹçлĕ, яштака пỹ-силлĕ хĕре таврари каччăсем куç хывнă, паллах. Аслă Пăла Тимеш каччи Анатолий Трофимович Димитриев, хапха юпи пек тĕреклĕскер, кинофильмсенче ỹкерĕнекен артист пек хитрескер, Марийăна алăран вĕçертме шутламасть, тăтăшах Тимешпе Кавал хушшинчи çула такăрлатать. Хĕре хăйĕн юратăвĕпе тыткăнласа мăшăр пулма вăрласа килет. Çемьере çĕнĕ кине хапăл туса йышăннă. Хунямăшĕ — Качук аппа питĕ ăшпиллĕ хĕрарăм, Марийăна хăй хĕрĕ пекех пăхнă. Çамрăк мăшăр ырми-канми ĕçленĕ, нимĕнле ĕçе те тиркемен. Анатолий лашапа вăрман кăларма кайнă, Мария фермăра пăру пăхнă, скотникра та ĕçленĕ, çуллахи вăхăтра уй-хирти ĕçсене пурнăçлама та хутшăннă. Çемйи те хутшăнсах пынă: 1956 çулта юрату чечекĕ — Оля çуралнă, ун хыççăн Коля,Петя тĕнчене килнĕ. Вăй-хал пуçтарса 1961 çулта çĕнĕ пỹрт хăпартса лартнă. Колхоза тракторсем кỹрсе килсен çемье пуçлăхне «хурçă ут» шанса панă. Мĕн тĕрлĕ ĕçре вăй хуман-ши чăваш паттăрĕ? Ахальтен мар ăна колхоз правленийĕ енчен хаклă парнесемпе нумай хутчен чысланă. Ăста купăсçă пулнине пĕлсе пулĕ, баян та парнеленĕ ăна. Каярахпа комбайн çỹретнĕ вăл. Тĕш тырă пухса кĕртес ĕçре пысăк кăтартусем тунăшăн та хаклă парне — «Восход» мотоцикл илме тивĕçнĕ.

Çĕр çине çĕнĕ пурнăç калчисем пĕрин хыççăн тепри килнĕ: Галя, Валя, Лена, Толик, Миша, Рита, Сергей. Ачисем, ялти шкула çỹренĕскерсем, пурте тăрăшса вĕреннĕ, çуллахи вăхăтра амăшĕ çумĕнче пай çинче ĕçлесе çемье бюджетне çирĕплетнĕ. Хунямăшĕ те ырă çын пулнăран, ачисене кирлĕ пек пăхса çитĕнтерес, тивĕçлĕ воспитани парас ĕçе хăй енчен нумай хутшăннă.

Димитриевсен Петя ывăлĕ шкул çулĕсенче Турă çулĕ çине тăнине сивлеççĕ, класс ертỹçине райкома чĕнтерсех вăрçаççĕ. Ачапа Турра хирĕçле ăнлантару ĕçĕсене туса ирттерме кирлине калаççĕ. Кирек кам мĕн каласан та Петр хăй чунĕнчи туйăмсене улăштармасть. Шăматкун шкул хыççăн вырсарни кĕллине хир урлă çуранах Тĕмер чиркỹне чупать. Унтан вăл чунĕпе тасалса, сăнĕпе çуталса таврăнать. Ун пирки Турă суйласа илнĕ çын тесе калас килет. Петьăна «айăплани», ашшĕпе амăшне шкула чĕнтерсе калаçусем ирттерни, асăрхаттарни çемьешĕн те канăçлă пулман, паллах. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Петр Тинĕс çар флотĕнче моряк тивĕçĕсене пурнăçлать. Çартан таврăнсан Ведени соборĕнче ĕçлеме тытăнать, диакон санне илет. Кунта 2 çул ĕçлесен Грецие — Афона кайма тивĕç пулать, манаха тухса ĕмĕрне унта ирттерет. Хальхи вăхăтра Таисий ята илнĕскер, Мускаври Афонское подворьере командировкăра шутланать.

Ывăлĕ Турă çулĕпе çирĕп ĕненỹпе утни ашшĕ-амăшне те пысăк витĕм кỹнĕ. Толя тетен тивĕçлĕ канăва тухсан пушă вăхăчĕ ытларах пулнăран, ывăлĕн çулне суйласа илет. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те пĕтĕм вăйне, укçи-тенкине Аслă Пăла Тимешĕнчи пысăк хăватсем тăвакан Николай аттемĕр чиркĕвне туса лартас ĕçе яраççĕ. Чиркỹ, чăннипех те, вĕсем тăрăшнипе уçăлчĕ. Стройка вăхăтĕнче хăйсем те нумай вăй хучĕç, укçи-тенкине те сахал мар пачĕç. Толя тете чиркĕве хутса ăшăтас ĕçре те нумай çул тăрăшрĕ. Чиркỹре Анатолий атте настоятель пулса ĕçленĕ вăхăтра Толя тете (виличчен 3 çул маларах) манаха тухнă — Алексий ят илнĕ. Вăл 82 çула çитсе вилчĕ.

Малаллине хаçатра вулама пултаратăр…

З.ПОРТНОВА,
ветерансен канашĕн ертỹçи,
Аслă Пăла Тимеш ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code