Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç чуна канлĕх кỹрсен

Ĕç чуна канлĕх кỹрсен

Этеме ĕç çуратнă теççĕ. Чăннипех те çапла пулĕ. Ĕç ăна çын тăвать. Тарăн шутлакан, нимрен те ỹркенмен çын пĕрре килекен ĕмĕре пустуй пурăнса ирттермест. Вăл хăйĕн хыççăн ырă йĕр хăварма тăрăшать. Харсăр ĕçпе хисепе тухнă паттăрсем уйрăмах палăраççĕ.

Элпуçĕнчи Валерипе Светлана Захаровсемпе паллашсан вĕсен харсăрлăхĕнчен тĕлĕнсе хытсах каятăн. Ăçтан çапла пурнăçа хăйсен аллине илсе çĕнĕ вăй-хал, ăсталăх тапса тăрать-ха вĕсен? Ир-ирех тăрса килти вите тулли выльăх-чĕрлĕх пăхаççĕ, унтан «Эмметево» сахал яваплă обществăн фермине васкаççĕ. Кану кунне пĕлмесĕр кунĕн-çĕрĕн тăрăшнăранах çемье кассине укçа-тенкĕ кĕртсе кил-çуртне аслăлатса çĕнетнĕ. Пысăк та капмар çуртри анлă столовăйĕнче мĕнпур тăван-хурăнташĕ пухăнсан вара шăкăл-шăкăл калаçса лараççĕ, тăванлăх юррисене шăрантараççĕ, пĕрле канашласа çывăх кунсенче вăй хумалли ĕçсене палăртаççĕ.

Паян та Захаровсем 3 сехетрех ура çине тăчĕç. Вĕри кофе ĕçрĕç те ĕлĕкхи кивĕ фермăна васкарĕç. Унта вĕсен 6 ĕне, 60 сурăх, вăкăрсемпе сыснасен йышĕ те сахал мар. Вĕсене куллен паха апатпа тăрантарассишĕн çăвĕпе сахал мар тар кăларнă çемье. Ытлă-çитлĕ тăрантармасан выльăха усранин мĕн усси? Çавăнпа Валерий Константиновичпа Светлана Николаевна ĕне выльăхĕсене, ыттисене лайăх пăхаççĕ, вĕсенчен продукци ытларах илес тесе ăнтăлаççĕ. Тăрăшнин усси пурах: ахальтен мар килти условисем лайăх, пурнăçра çирĕп тăма ачисене пулăшу аллине тăсаççĕ.

Килти ирхи ĕçсене вĕçлесенех ял халăхĕнчен сĕт пуçтарма тухса каяççĕ. Унтан вара фермăри ĕçсене пурнăçлаççĕ. Светлана ветеринар, техник-осеменатор тивĕçĕсене пĕлсе пурнăçласа пырать. Юратать вăл хăйне шанса панă ĕçе. Валерий вара хĕлле водительте вăй хурать. Хуçалăхăн чи опытлă çĕр çыннисенчен пĕри тесен те йăнăш мар. Çулленех вырма вăхăтĕнче комбайн штурвалĕ умне ларать. 30 çул хушшинче миçе пин тонна тырă çапса илмен-ши вăл? Пĕччен те ларнă комбайн çине, ачисемпе те. Каккуй, улттăри Максим мăнукĕ те аслашшĕпе пĕрле «уй-хир карапĕпе» ĕçлесе пăхас тесе çу кунĕсенче яла килесшĕн. Апла пулсан Захаровсен çĕр-аннемĕр çинче тăрăшакан ăру çитĕнесси куçкĕретех. В. Захаров комбайнер 2007 çулта чи нумай тĕш тырă çапса тĕшĕлесе районти «Вырма чемпионĕ» ята та тивĕçнĕ.

— Ĕç çынна илем кỹрет тесе ахальтен каламан. Юрататпăр эпир ялта пурăнма. Кунĕпе ĕçлесе ывăнсан та нихăçан та нăйкăшмастпăр. Пушансан чи малтанах «Елчĕк ене» ярса тытатпăр. Район хыпарĕсенчен пĕрре те тăрса юлас килмест. Ытти çемьесен калаçăвĕнчен пĕлетĕп, почтальон район хаçатне парса хăварсассăнах ăна вулассишĕн пĕрин кĕтсе ларма тивет, пирĕн вара апла мар. Киле икĕ экземпляр килсе тăрать. Пĕрне хамăр çырăннă, тепĕрне ывăл ача «Елчĕк ен» хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн ирттерекен кросра мала тухнăран редакци çырăнса панă, — пĕлтерет Валерий Константинович кăмăллăн.

— Хаçатра хамăр пек çемьесем çинчен вуласан вара ĕçлес кăмăл тата ỹсет. Ял çыннисем пурнăçа кирлĕ пек йĕркелесе пыраççĕ, — калаçăва хутшăнчĕ Светлана Николаевна та.

Светланăпа Валерий пĕр ялтанах. Каччă матур та илемлĕ, харсăр хĕре шкул парти хушшинче ларнă чухнех куç хывнă. Салтакран килсен туслăх юратăва куçнă. Сакăр класс хыççăн штукатур-маляра вĕренме кайнă пикене канмалли кунсенче йĕкĕт асфальт хĕррине велосипедпа тухсах кĕтсе илнĕ. Каччă водителе вĕренсе тухнă. Нумай та вăхăт иртмен, çамрăксем пĕрлешнĕ. Пăрчăкан пек хĕрпе тăрăшуллă йĕкĕт çемье чăмăртасан çĕнĕ çурт лартнă, ача-пăча çуратса ỹстернĕ. Виçĕ пĕр тăван туслă çитĕннĕ. Ачаран ĕçре пиçĕхнĕ. Костя, Алексей, Николай ашшĕ-амăшĕн тĕревĕ. Асли Шупашкарта хăй ĕçне йĕркелесе киленĕç тупнă. Кĕçĕннисем Мускавра хăйсене килĕшекен ĕçре тимлеççĕ. Арçынсем пурте спортпа туслă. Алексей уйрăмах футболла выляма кăмăллать, çăмăл атлетикăпа çитĕнỹсем тăвать.

— Вăй-хал, ĕçлес кăмăл пур чухне кирек кам та малашлăхшăн тăрăшать. Эпир те çаплах. Каярахпа мĕн пулассине Турă çеç пĕлет, — теççĕ Захаровсем пĕр кăмăлтан.

Ĕçсенчен пушансанах кил хуçи хĕрарăмĕ тĕрĕ ярса тытать. Пỹлĕмсенчи стена çинчи капăр ỹкерчĕксем Светлана ăста алăллине тепĕр хут çирĕплетеççĕ. Тутлă та усăллă апат-çимĕç хатĕрлеме те маçтăр вăл. Ачисем килнĕ çĕре аш-какайран шăрттан, сỹтĕн е тата темтепĕр, сĕтрен тĕрлĕ юр-вар хатĕрлет. Пĕчĕк кукăльсем е пỹремĕч пĕçерсен вара килĕштерсе пурăнакан кỹршĕ-аршăна чей ĕçме чĕнме те ỹркенмест.

Захаровсем пек тăрăшуллă, нимĕнле йывăрлăхран та хăраман мăшăрсем çинче тытăнса тăраççĕ те паян ялсем.

В.ВАНЮШКИНА.

Сăн ỹкерчĕкре:Захаровсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code