Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕтĕмпех ял çыннисемшĕн

Пĕтĕмпех ял çыннисемшĕн

Аслă Елчĕкре Валерий Падуев уйрăм предприниматель «Моя деревенька Все для Вас» лавкка уçнă.

Ку вăл районта кăçал пурнăçа кĕрекен 14-мĕш инвестици проекчĕ. Суту-илỹ объектне уçнă çĕре Елчĕк муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, депутатсем, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев, Христос Чĕрĕлĕвĕ ячĕллĕ храм настоятелĕ Максим Петров протоиерей, пайтаçăн ĕçтешĕсемпе юлташĕсем, ял çыннисем пухăннă.

Леонард Левый Валерий Падуев районăн экономикăпа социаллă аталанăвĕнче пысăк тỹпе хывнине палăртса ăна «Елчĕк районне — 95 çул» асăну медальне парса чыс тунă.

Çĕнĕ лавкка тавар туянакансене пуян ассортиментпа, килĕшмелле хаксемпе, тупăшлă акци сĕнĕвĕсемпе илĕртĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code