Среда, 21 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Автоклуб ялсене çитĕ

Автоклуб ялсене çитĕ

«Культура» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — ял халăхне канмалли майсем туса парасси. Проектпа килĕшỹллĕн кăçалтан инçетри ялсене автоклубсем çỹреме пуçлĕç.

Куçса çỹрекен сценăна çутăпа сасă хатĕрĕсемпе, ытти оборудованипе тивĕçтернĕ. Ăна культура çурчĕсемпе концерт залĕсем çук ялсенче уявсемпе тĕрлĕ мероприяти ирттерме усă курĕç. 2023 çулта куçса çỹрекен центрсем Çĕрпỹ, Элĕк тата Çĕмĕрле округĕсене çитĕç. Виçĕ муниципалитет ятарлă конкурс тĕрĕслевĕ витĕр ăнăçлă тухнă.

Сăмах май, хальхи вăхăтра пирĕн республикăра культурăн 668 учрежденийĕ ĕçлет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code