Суббота, 14 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Маркировка тăваççĕ

Маркировка тăваççĕ

Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен выльăх-чĕрлĕхе маркировка тума, шута илме тытăнаççĕ.

2024 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен çакă çирĕп йĕркене кĕмелле. Ку вăхăт тĕлне Раççей Ял хуçалăх министерстви маркировка тумалли тата шута илмелли выльăх-чĕрлĕх списокне уçăмлатĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, мăйракаллă шултра выльăха, сыснапа сурăх-качакана, хушма хуçалăхри кайăк-кĕшĕке, кроликпе пыл хуртне маркировка тума тивет. Çавăн пекех приюта лекнисем, зоопаркрисем те çĕнĕлĕхрен юлмĕç.

Мăйракаллă шултра выльăха, лашасене, тĕвесене, приютри тата зоопаркпа циркри выльăхсене маркировка уйрăмшар тăвĕç. Сыснана, сурăх-качакана, кайăк-кĕшĕке, пыл хуртне маркировка ушкăнпа тăваççĕ, шута илеççĕ, ятарлă номер параççĕ (УИН). Çак процедура тỹлевсĕр пулать, маркировка хатĕрне — пластмасса бирка, микрочип, болюс, ункă е мăйкăч — выльăх хуçи туянĕ.

Çĕнĕ саккунпа килти йытă-кушака, ытти чĕр чуна маркировка тумалла мар. Вĕсен тĕлĕшпе çĕнĕ саккун хатĕрлĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code