Кăçал пĕрремĕш эрнерех пахча çимĕç хакĕ хакланнине палăртнă. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, помидор хакĕ 28,8 процент ỹснĕ, хăяр — 19,7 процент, кишĕр 17 процент хакланнă. Сухан, хĕрлĕ кăшман, çĕр улми, купăста хакĕсем те хăпарнă. Чăвашстат пан улмипе банан хакĕсене тишкернĕ май вĕсем те хакланни çинчен пĕлтерет.