Среда, 29 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕллевсене пурнăçласа

Тĕллевсене пурнăçласа

Республика Пуçлăхĕн иртнĕ çулхи Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче хăй тытăмлăх органĕсем тумалли чылай ĕçе палăртнă. Çырура янă тĕллевсене пурнăçласа пирĕн округра иртнĕ çул сахал мар ĕç тунă.

Документ социаллă сферăри мĕн пур тытăмра тĕллевсем палăртать. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен тытăмĕнче никам та ыйтман çĕр пайĕсене муниципалитет харпăрлăхне куçарасси тата вĕсене уйăрса ĕçе кĕртесси округра ăнăçлă пурнăçланса пырать. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 5583 гектар çинчи çĕр пайĕсене муниципалитет харпăрлăх правине кĕртнĕ. Çав шутран 95 процент пай çĕрĕсене тата çĕр участокĕсене (пурĕ 5244 гектар) патшалăх кадастр учетне тăратнă.

«Социаллă контракт» программа сахал тупăшлисене професси илме, хăйсен ĕçне пуçарма условисем туса парать, 2020 çултанпа ĕçлет вăл. Социаллă хỹтлĕх органĕсем тупăш сахал илекенсемпе социаллă контракт çирĕплетеççĕ. Патшалăхăн ятран паракан пулăшăвĕпе пĕлтĕр 10,87 млн тенкĕлĕх 85 контракт тунă, çав шутран хăйсен ĕçне пуçаракансемпе — 40, ĕç шыракансене пулăшса — 32, йывăр лару-тăрури граждансене ал парса — 13.

Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче, уйрăм çынсем хăйсен килти хушма хуçалăхĕсенче туса илнĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса продуктсене (пахча çимĕç, аш-какай, тĕш тырă, юр-вар, пыл тата ытти те) вырăнтах вырнаçтарасси çине тимлĕх уйăрса авăн уйăхĕнче Елчĕкри пасарта «Кĕркунне парни — 2022» ятпа ял хуçалăх ярмăрккине ирттернĕ. Вырăнта туса илнĕ ял хуçалăх продукцийĕсен хакĕсем те, лавккасенче сутаканнисемпе танлаштарсан, йỹнĕрех пулнă.

Ялсен сăн-сăпатне улăштарассинче тĕрлĕ программăпа, çав шутран «Пуçаруллă бюджет» программăпа çулсерен ĕçлени питĕ меллĕ. 2022 çулта округра 37 пуçару проектне (24,5 млн тенкĕлĕх) ĕçе кĕртнĕ.

Пысăк ĕçсен шутне çавăн пекех Елчĕкри нумай хваттерлĕ 2 çурт тăррине улăштарнине, Шуршу ялĕнче ФАП уçнине (кăçал Тăрăм тата Кивĕ Эйпеç ялĕсенче ФАП çĕклеме палăртнă), Патреккел тата Çирĕклĕ Шăхаль ялĕсенчи ФАПсене, Патреккелте культура çуртне тĕпрен юсанине тата ыттине те кĕртмелле. Вĕренекенсене тивĕçлĕ тата пахалăхлă аталантарас енĕпе Елчĕк шкулĕн столовăйне, халăха таса шывпа тивĕçтерес енĕпе ял тăрăхĕсенче çĕнĕ 12 шыв башнине хута янине те палăртмасăр иртеймĕн.

Ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнă тăлăх ачасене çурт-йĕр туянса парассипе сахал мар ĕç пурнăçланă — 2022 çулта 5 ача хваттерлĕ пулнă.

Çурт-йĕр строительстви те пысăк тимлĕхре — 2022 çулта районта 1036 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă.

Ял хуçалăхĕ те ăнăçлă аталанса пырать. Унăн аталанăвĕ инвестици проекчĕсемпе (14) мĕнле ĕçленинчен те нумай килет.

Иртнĕ çулхи Çырура палăртнă кашни ыйту — инвалидсене, нумай ачаллă çемьесене, пурнăçри йывăр лару-тăрури çынсене пулăшассипе, спорта, вĕрентĕве, медицинăна, культурăна, çул-йĕрпе строительствăна, туризма аталантарассипе, йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе, цифровизацилессипе çыхăннă… — мĕнпур мероприятие кирлĕ шайра пурнăçласа пыма тăрăшать ертỹлĕх.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне яракан Çырупа кăçал январĕн 25-мĕшĕнче паллаштарĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, тĕп документра Чăваш Ен Правительствин, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен кĕске тата нумай вăхăтлăха палăртакан ĕçсене пурнăçламалли çул-йĕре палăртĕç.

Çырăва хатĕрленĕ чухне республикăра пурăнакансен, общество организацийĕсен, граждан обществин институчĕсен шухăшĕсене тата сĕнĕвĕсене тĕпе хураççĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code