Суббота, 22 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çур акине хатĕрленеççĕ

Çур акине хатĕрленеççĕ

Аграрисем çур акине хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра округри ял хуçалăх организацийĕсенче 1600 тонна (пĕтĕмпе кирлин 25 проценчĕ чухлĕ) минераллă удобрени туяннă.

Хресчен пĕлет: тухăç çĕр пулăхĕнчен нумай килет. Çавна май районти аграрисем хире органика тата минераллă удобрение кашни çул çителĕклĕ таран хывма тăрăшаççĕ. Çакă тỹрремĕнех тухăçра палăрать. Иртнĕ çул районĕпе 85798 тонна тĕш тырă пухса кĕртнĕ, 1 гектар пуçне шутласан вăл 36,8 центнерпа танлашнă.

Техника паркĕсем те тăтăшах çĕнелеççĕ. Машина-трактор, тĕрлĕрен оборудовани туянма кайнă укçа-тенкĕ тăкакĕн 40 процентне бюджетран саплаштарни те хуçалăхсемшĕн курăмлă пулăшу.

х х х

Тĕш тырă, нумай çул ỹсекен тата пĕр çул ỹсекен курăксен вăрлăхĕсене туса илессипе, сутассипе ятарласа ĕçлекен «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче вăрлăха ака кондицине лартассипе тимлеççĕ. Хĕл кунĕсенче те ĕç чарăнса ларман.

Ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсене çур акире усă курма хăйсем валли анчах мар, пĕр харăсах сутлăх та хатĕрлеме тивнине кура ĕç çав тери тăкăс пулнине пĕлтерчĕ председатель çумĕ пулса тăрăшакан Олег Карсаков.

Малтан 415 тонна чухлĕ çурхи тулла сортласа тасатнă, халĕ урпа культурине кондицие лартассипе тимлеççĕ кунта.

Çĕнĕ йышши вăрлăх тасатакан комплекспа усă курни кулленхи ĕçе тухăçлă йĕркелеме май панине Владимир Хардов машинистпа Станислав Чермаков водитель те çирĕплетеççĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Владимир Хардов машинист.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code