Вторник, 21 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Йывăр чир

Коррупцие обществăн кашни çынна пырса тивекен йывăр чирĕпе танлаштараççĕ.

Камсене айăпланă тата мĕнле преступленисене шута илнĕ ку енĕпе пĕлтĕр? Тĕп тухтăртан пуçласа хула пуçлăхĕ таран тăрă шыв çине кăларма пултарнă. Прокурор тĕрĕслевĕсен кăтартăвĕсем тăрăх 30 яхăн уголовлă ĕç пуçарнă: право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсем тĕлĕшпе, республика онкодиспансерĕн тĕп тухтăрĕн шăв-шав çĕкленĕ уголовлă ĕçĕ, Шупашкар хулин администрацийĕн капиталлă строительствăпа реконструкци управленийĕн ертỹçинче ĕçленĕ çын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕç. Тата çĕрпе, çĕр лаптăкĕсене саккуна пăсса харпăрлăха панипе çыхăннă ĕçсем. Унсăр пуçне чиновниксен саккунлă тупăшпа туяннине ĕнентермен пурлăхне патшалăх харпăрлăхне туртса илме ыйтса суда тăратнă икĕ тавăç. Çавăн пекех интерессен хирĕç тăрăвĕн 70 тĕслĕхне тупса палăртнă, 4 чиновнике шанчăкран тухнипе ĕçрен хăтарнă.

Коррупцие çирĕп яваплăх кăна чарайĕ.

Д.ВАСИЛЬЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code