Январь-февраль уйăхĕсенче Елчĕк муниципалитет округĕн территори пайĕсенче иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе халăх пухăвĕсем иртеççĕ.
Территори пайĕсен начальникĕсем кашни ялти халăхпа тĕл пулнă май пĕлтĕр пурнăçланă ĕç-хĕл пирки тĕплĕн каласа параççĕ, пурнăçа кĕртмелли тĕллевсене палăртаççĕ.
Аслă Таяпа территори пайĕнчи ялсенче пухусем январĕн 26-27-мĕшĕсенче иртрĕç. Вĕсене Елчĕк муниципалитет округĕн депутачĕ Вячеслав Сядуков, округăн халăха социаллă пулăшу паракан пай ертỹçи Наталья Николаева, округри ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Волков тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Халăх чи малтанах территори пайĕн начальникĕн иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетекен отчетне итлерĕ, 2023 çулта пурнăçламалли тĕллевсемпе паллашрĕ. «Пуçару бюджечĕ» программăна ку тăрăхри халăх активлă хутшăнать. Унпа усă курса иртнĕ çул Шуршу ялĕнчи масар çуртне çĕнĕрен тунă. Çавăн пекех масара карта тытса çавăрнă, кĕрсе-тухса çỹрекен хапхана çĕнетнĕ. Çак ялтах пĕлтĕр пĕве çумĕнче пушар вăхăтĕнче шыв илме май паракан пусă тунă.
Ку программăпа кăçал та пысăк ĕçсене пурнăçлама ĕмĕтленет халăх. Аслă Таяпа ялĕнче масар патне каякан çул-йĕр япăхланнăран кунта тепĕр хут вак чул сарасшăн, автомашинăсене лартмалли лаптăка та вак чул сарса хытарасшăн. Шуршу ялĕнче Новая тата Горная урамсенче хытă сийлĕ çул тума, Чăваш Тăрăмĕнче масар енне каякан çула тума, масар таврашне карта тытса çавăрса хапхине çĕнетме палăртнă.
Пухусенче халăх хăйне хумхантаракан ыйтусене те çĕкленĕ. Паянхи кун ял çыннине ялсене тирпейлĕ тытассипе, хуçалăхсене шывпа, çĕрлехи вăхăтра урамсене çутăпа тивĕçтерессипе, çул-йĕрсене, пушар машинисене тивĕçлĕ шайра тытса тăрассипе çыхăннă тата ытти ыйтусем хумхантараççĕ.
Пухусене хутшăннă ертỹçĕсем граждансене тивекен тĕрлĕ тытăмри çăмăллăхсемпе паллаштарчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç.
Обществăлла ĕçре пуçаруллă хастарсем — Чăваш Тăрăмĕ тата Шуршу ялĕсен клубĕсен заведующийĕсем Светлана Блиновăпа Антонина Павлова территори пайĕн Тав хутне тивĕçрĕç.
А.СКВОРЦОВ.
Сăн ỹкерчĕкре: Аслă Таяпасем — пухура.