Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Пĕр-пĕрин ĕçри ăсталăхĕпе паллашрăмăр

Пĕр-пĕрин ĕçри ăсталăхĕпе паллашрăмăр

Раççейри — Педагог тата наставник, Чăваш Енри — Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче пурнăçламалли тĕллевсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çитменнине, çак ĕçсене йĕркелесе пырасси тỹррĕнех вĕрентекенсем çине пырса тивнине лайăх ăнланатпăр.

Çакна асра тытса иртнĕ кунсенче Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул никĕсĕ çинче пулса иртнĕ биологипе хими, географипе экологи предмечĕсене вĕрентекенсен педагогика ăсталăхĕн фестивальне ирттертĕмĕр. Кăçалхипе вуннăмĕш хут йĕркелекен çак мероприятие Елчĕк округĕнчи педагогсем анчах мар, кỹршĕллĕ Каçал тăрăхĕнчи ĕçтешĕмĕрсем те хутшăнчĕç.

«Методика панорами» фестивале хутшăннă пултаруллă вĕрентекенсем креативлă уçă уроксем, маçтăр лаççисем тата класс тулашĕнчи сехетсем ирттерчĕç. Вĕсене çĕнĕ технологисемпе, ФГОСăн хальхи йышши мелĕсемпе усă курса йĕркеленĕрен, вĕренекенсемшĕн питех те кăсăклă пулчĕç. Фестивале хутшăннă педагогсенчен кашниех занятие çỹллĕ шайра ирттерме тăрăшни сисĕнчĕ. Мал ĕмĕтлĕ вĕрентекенсен ĕçне тишкернĕ май вĕсен професси пĕлĕвĕ тулли те çирĕп пулни, хальхи шкул умĕнчи тĕллевсене тарăннăн ăса хывни палăрчĕ.

Муниципалитет округĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн аслă методисчĕ, оргкомитетăн яваплă секретарĕ Людмила Ефимова ĕçлĕ куна пĕтĕмлетнĕ май, фестиваль педагогика практикинчи ырă пулăм пуласса, çакăн пек тĕл пулусене малашне те час-часах йĕркелессе шаннине пĕлтерчĕ.

Килнĕ хăнасем шкул администрацийĕпе вĕрентекенсен коллективне Педагогпа наставник тата Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче иртекен пĕлтерĕшлĕ мероприятие çỹллĕ шайра ирттернĕшĕн тав турĕç. Тĕплĕ юсав ĕçĕсене туса ирттернĕ çутă та капăр шкулта малашне те тăрăшса вăй хума хавхалану сунчĕç.

А.СМИРНОВА,
Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти директорăн вĕренỹ тата воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code