Воскресенье, 8 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вĕренỹре ăсталăх ỹсет

Вĕренỹре ăсталăх ỹсет

Пушар хуралĕн ĕçченĕсем çеç мар, тĕрлĕ предприяти-организацире тăрăшакансем те «хĕрлĕ автанран» асăрханма е унăн хăрушлăхне сирсе яма хатĕр пулмалла.

Çак тĕллевпе Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн çуртĕнче 44-мĕш пушар чаçĕн сотрудникĕсем пушарпа тактика вĕренĕвĕ ирттернĕ. Условлă пушарта пĕр пỹлĕмре «тĕтĕм» тухнă. Лару-тăру çивĕчлĕхне шута илсе тỹрех оперативлă дежурнăй патне шăнкăравланă. Пушарнăйсем васкавлă çитсе «инкеке» сарăлма паман. Вĕренỹ эвакуацийĕ те тивĕçлĕ шайра иртнĕ.

Çакнашкал тренировкăсенче ăсталăх та ỹсет. Кирек мĕнле инкек-синкеке те васкавлă сирсе яма хатĕр пулни кирлех паян.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code