Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ тĕллевсене палăртнă

Çĕнĕ тĕллевсене палăртнă

Иртнĕ кунсенче пулса иртнĕ округри хĕрарăмсен канашĕн анлă ларăвне муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тата Чăваш Республикинчи ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова та хутшăнчĕç.

Пĕр чăмăра пĕрлешсе обществăлла тивĕçе пурнăçлама хутшăнакан округри хĕрарăмсен ырă та пархатарлă ĕçĕсем пурте халăх куçĕ умĕнче. Леонард Левый çаксем пирки тепĕр хутчен кăмăлтан аса илнĕ май:

— Хĕрарăмсем общество пурнăçĕнче, чăннипех, пысăк вăй пулса тăнине кашни тĕслĕхре курса ĕненетĕп. Эсир территори пайĕсенчи хĕрарăмсен канашĕн пайташĕсемпе пĕр шухăшлă пулса Украинăри çар операцине хутшăнакансене гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтерессинче, маларах — мобилизаци тапхăрĕнче те Раççей çар ретне тăракан çĕршыв хỹтĕлевçисене хавхалантарса хăвăрăн ырă кăмăлăра кăтартрăр. Эсир чăн-чăн амăшĕсем вырăнĕнче пулса салтак тивĕçне пурнăçлама хутшăнакансене йăла-йĕркене пăхăнса аякри çула ăсатма хутшăнтăр, çамрăксене хавхалантарма тивĕçлĕ пил сăмахĕсене чун-чĕререн палăртса калама пултартăр. Малашне те сирĕнпе пĕрле пуласчĕ, пĕрлех ĕçлесчĕ, — терĕ.

Алевтина Федорова чарăнса тăнинче те, тĕпрен илсен, çак шухăш йĕрленчĕ. Округри çак обществăлла организаци, чăннипех, пултаруллă та хастар хĕрарăмсене пĕрлештерсе тăнине, вĕсем иртнĕ çул Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ йĕркеленипе пулса иртнĕ тĕрлĕрен конкурссене пысăк хастарлăхпа хутшăннине палăртрĕ. Елчĕк муниципалитет округĕнчи хĕрарăмсен канашĕ «Женсовет — центр общественной жизни» номинацире çĕнтерсе Диплома тивĕçни те çакнах çирĕплетет. Алевтина Федорова — хамăр ентеш, округ кураторĕ пулнă май та, хĕрарăмсен канашĕсем туса ирттернĕ пĕлтерĕшлĕ кашни ĕçе тивĕçлипе хакларĕ. Иртнĕ çулхи мартăн 8-мĕшĕ умĕн округри сумлă та пултаруллă хĕрарăмсемпе çавра сĕтел хушшинче ăшă тĕл пулу е тата майăн 9-мĕшĕ — Çĕнтерỹ кунĕ умĕн «Мухтав сана, салтак амăшĕ»! ятпа иртнĕ патриотла музыкăпа поэзи сехечĕ йĕркелени…Пур саманта та ĕненмелле, сăнарлă йĕркеленĕ асăннă мероприятисем унта хутшăннисен чун-чĕрисене тивмелле иртнине пурте астăватпăр ĕнтĕ.

Округри хĕрарăмсен канашĕн пайташĕсем хутшăннипе Раççейри Педагогпа наставник, Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх, унпа пĕрлех чăваш халăхне çутта кăларнă И.Я.Яковлев 175 çул тултарнипе çыхăннă çулталăкра пĕрлехи вăйпа пурнăçламалли ĕçсем — вăя кĕмелли проектсем сахал мар. Çаксем пирки хĕрарăмсен канашĕн округри уйрăмĕн ертỹçи Лариса Васильева чарăнса тăчĕ. Ку чухне вăл уйрăмах тĕрлĕрен отрасльсенче ĕçлекен хĕрарăмсене пĕр чăмăра пĕрлештересси, çапла майпа кулленхи савăнăç-хуйха пĕрле пайлама, пĕр-пĕрне пулăшма майсем пуласса палăртса каларĕ. Ăнăçсăр çемьесене пулăшассине, йывăр чирлĕ хĕрарăмсен чун-чĕрине ăшă сăмахпа йăпатса хавхалантарассине, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес ĕçе хутшăнассине… — хĕрарăмсем хăйсен тĕп тивĕçĕ тесе шутлаççĕ.

Ларура çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ — Мартăн 8-мĕшĕ умĕн ирттерме палăртнă уяври йĕркелỹ тĕлĕшĕнчи ыйтусене те сỹтсе яврĕç.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code