Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мăшăр çунат

Мăшăр çунат

90 çула çитнĕ е унтан та иртнĕ ватăсен шучĕ Аслă Пăла Тимеш территори пайĕнче 19 çынпа танлашать. Вăл çулхисем сывлăхпа çирĕп, ăслă-тăнлă пулни, паллах, савăнтарать. Çав вăхăтрах самай ватлăха çитнĕ мăшăрсем сахалтарах.

Манăн вара 65 çул пурнăç çулĕпе пĕрле утакан Курицынсен çемйипе паллаштарас килет. Ыран Зинаида Ивановна хăйĕн 90-мĕш çуралнă кунне кĕтсе илет. Александр Дементьевич вара сентябрĕн 1-мĕшне чăтăмсăррăн кĕтет: унăн ун чухне — юбилей.

Аслă Пăла Тимеш каччипе Кивĕ Эйпеç хĕрне Турă хăй пилленĕ пулинех пĕрле пулма. Ачалăхĕ иккĕшĕн те вăрçă çулĕсемпе çыхăннă. Хуçалăхсенче ĕç алли çитменни ача-пăчана ĕç çумне çыхнă. Вăй питти арçынсем фронтра пулнă, 10-12 çулхисем çитĕннисем тунă ĕçсенех пурнăçланă. 4 класран ытла шкула çỹреме те тивеймен вĕсене, çавăнпах пуль ир çитĕннĕ вăл тапхăртисем. Пурнăçĕ кăткăс-и, çăмăл-и — çамрăклăх хăй илем пулнă: йывăр ĕç хушшинче те каччăсем хĕрсем çине куç ывăтнă, мăшăр тума чун савнине шыранă.

1952 çулта Саньккан çара кайма ят тухать. 4 çул Венгринче службăра тăнă чăваш каччи. Салтак тумне хывсан вырăнти ертỹçĕсем маттур яша трактор шанса параççĕ. Вăл пурнăçламан ĕç те пулман-тăр колхозра. Кану кунĕ пирки те шутламан.

Çапла пĕринче ăнсăртран сиксе тухнă тĕл пулу каччăн пуçне çавăрсах ярать. Троица каçĕ юлташĕсемпе Кивĕ Эйпеç уявне кайсан Зинаида Кожевниковăна тĕл пулать. Хурăн пек яштака, таса тỹпе евĕр сенкер куçлă, сарă çỹçлĕ хĕр пĕтĕм канăçа çухатать. Вăрах шутласа тăмасăр хĕре мăшăр пулма илсе килет. Ку вăхăтра тĕп çуртра тетĕшĕпе инкĕшĕ ачипе пурăннă. Саньккапа Зина Тĕмер чиркĕвне кайса венчете тăраççĕ. Чăваш йăли-йĕркипе туй-çуйне туса ирттереççĕ. Пĕчĕк пỹртре икĕ мăшăра пурăнма май çуккине ăнланса, Ваççа тетĕшĕ çемйипе пĕччен карчăк патне уйрăлса тухать.

Çамрăк мăшăр канăç мĕнне пĕлмесĕр тăрăшать, кивĕ çурта çĕнетес тесе тимлет. Вăрман çĕрĕнчен пура туянса çурт майлаштарса лартать. Çĕр çине черетпе тенĕ пек чун йăпатмăшсем килеççĕ: Люся, Коля, Лена, Володя, Лариса. Ачасем çитĕннĕ май, мĕн тăвăн, пỹрт те пĕчĕкленет. Çавна май Курицынсем хушма çурт тĕртсе туса лартаççĕ. Тинех çăмăллăн сывласа ярать çемье.

Зина аппан алли тĕкĕнмен ĕç юлман колхозра: тырă вырнă, вăрлăх сортланă, çĕр улми, выльăх кăшманĕ, кишĕр, севок, сухан çумланă, кăларнă. «Победа» колхоз сỹс-кантăр туса илессипе республикипе чапа тухнă, ĕçĕ нушаллă пулсан та хĕрарăмсем нăйкăшман. Зина аппа нимĕнле ĕçре те çынран кайра пулман. Ялти чиркỹ çуртне тума тытăнсан та пĕтĕм вăй-халне унта панă вăл. Ĕçпе кăна мар, укçан та пулăшнă. Маларах унти службăна пĕрре те сиктермен вăл, халĕ ачисем çăмăл машинăпа илсе кайса килеççĕ. Кĕнекепе, хаçат-журналпа та туслă Зинаида Ивановна. 40 çул ытла ĕç стажĕ пуçтарнă сумлă ватă Хисеп хучĕсене çеç мар, медальсене те тивĕçнĕ.

Санькка тетен ĕç стажĕ вара 64 çул. Тăван хуçалăхра, районти «Сельхозтехника» пĕрлешĕвĕнче нумай çул груз турттаракан автомашина çỹретнĕ. Пенсие тухиччен «Т-150» маркăллă тракторпа тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Унăн хастарлăхне «Ĕç ветеранĕ» медаль, «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи», «Аварисĕр ĕçшĕн» паллăсем çирĕплетеççĕ.

Ватлăхра мăшăр иртнĕ кунсене аса илсе кăмăл-туйăмне çĕклет. Чи пысăк мул вĕсен — ачисем. Паян 5-ĕшĕ те тĕрĕс-тĕкел пулни, пурнăçра хăйсен вырăнне тупни, йăха малалла тăсни ашшĕ-амăшне мăнаçлантарать. Люсьăпа Лариса ыттисенчен çывăхрах вырнаçнă та — çакă та çăмăллăх. Люся кỹршĕ ялта тĕпленнĕ, суту-илỹре ĕçлесе пенсие тухнă. Коля строитель профессине алла илнĕ, çемйипе Шупашкарта пурăнать. Лена «Чувашия» санаторинче склад заведующийĕнче вăй хурать. Кĕçĕннисем, Володьăпа Лариса, Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне пĕтернĕ.

Пĕрремĕшĕ хăйĕн ĕçĕпе тимлет пулсан, Лариса, чун туртнипе, парикмахер ĕçне пуçарса янă.

13 мăнукпа, 10 кĕçĕн мăнукпа савăнаççĕ паян пурнăçăн шултăра çулĕсене парăнтаракансем. Илемлĕ те тирпейлĕ кил-çурт çуллахи вăхăтра ача-пăча сассипе тулать. Акă ăçта вăл ватăсен телейĕ!

Сывлăхĕ май парсан авăн уйăхĕнче Курицынсем тимĕр туя кĕтсе илĕç. Эпир вара: «Çапла пултăрччĕ!», — тесе çеç калар вĕсене.

Зинаида ПОРТНОВА,
ветерансен канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code