Вторник, 18 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спартакиада иртнĕ

Спартакиада иртнĕ

«Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче «хĕрỹ точкăсенче» пулнă ветерансен, вĕсен çемйисен республика шайĕнчи саккăрмĕш спартакиадине Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри тата ытти округсенчи, Шупашкарти спорт ушкăнĕсем пуçтарăннă.

Тĕл пулу сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырса спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче тĕрĕсленме май панисĕр пуçне пĕрле пухăнса чунтан калаçма, иртнине аса илме тата туслăха çирĕплетме пулăшнине палăртмалла.

Уява хутшăннисене Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, «хĕрỹ точкăсенче» çапăçнă ветерансен районти уйрăмĕн председателĕ Петр Анисимов тата ыттисем саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

— Эсир, çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе чыслăн пурнăçланă ĕнерхи салтаксем, граждансене патриотла воспитани парас ĕçре пысăк вăй пулса тăратăр. Сирĕн ырă тĕслĕхĕр уйрăмах çамрăк ăрушăн паха, — палăртрĕ Леонард Левый.

Вăрçăран таврăнайман паттăрсене асăнса пурте пĕр минут шăп тăнă хыççăн çемьесем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ вăйă-ăмăртура тĕрĕслерĕç.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code