Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Субсиди, çăмăллăх кредичĕ параççĕ

Субсиди, çăмăллăх кредичĕ параççĕ

Хăй тĕллĕн ĕçлекене патшалăх пулăшăвĕпе, çăмăллăх кредичĕпе, субсидипе тивĕçтересси çине юлашки вăхăтра тата ытларах тимлĕх уйăраççĕ.

2022 çултан тытăнса хушма хуçалăх тытакан, хăй тĕллĕн ĕçлекен граждансене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерме тытăннă. Ку йыша пенсионерсем те, тĕрлĕ ĕçре вăй хуракансем те кĕме пултараççĕ. Унпа усă курас тесен хушма хуçалăх аталантаракансен телефонра «Манăн налук» приложени уçмалла тата регистрациленмелле, кăтартусем налук органне çитеççĕ те. Тытса юлнă налукран 10 пин тенкĕ таран каялла тавăрса пама май пур. Çакна тăвас тесен отчет, деклараци тăратмалла, документсемпе çỹремелле. Продукци туянаканран приложенире чек йĕркеленет, программа çийĕнчех налука шутласа кăтартать.

Патшалăх пулăшăвĕпе усă курас тесен хушма хуçалăха 12 уйăхран кая мар тытса пымалла. Хăй тĕллĕн ĕçлекене федераци тата республика бюджечĕсенчен пулăшу кỹреççĕ. Федераци программипе килĕшỹллĕн выльăх-чĕрлĕх тытакана 1 ĕне усранăшăн — 5500, 2-шĕн — 6500, 3 тата ытларах пулсан 7500 тенкĕ субсиди параççĕ. Апла пулин те пĕр кил хуçалăхне уйăракан пулăшу виçи 50 пин тенкĕрен иртмест. Унсăр пуçне, аш-какай валли усă куракан ăратлă пĕр ĕнешĕн 5500 тенкĕ тивĕçет (пĕр хушма хуçалăха — 25 пин тенкĕ). Пĕр качакапа сурăхшăн 500 тенкĕ (пĕр хушма хуçалăха — 12 пин тенкĕ) тивĕçет. Унсăр пуçне,1 тонна пахча çимĕç ỹстерсе сутнăшăн — 2 пин, çĕр улмишĕн 3 пин тенкĕ тỹлеççĕ.

Хушма хуçалăхра туса илнĕ продукцие уйрăм çынсене сутсан налук виçи — 4, предприяти-организацие е пайтаçа сутсан — 6 процентпа танлашать.

Хăй тĕллĕн ĕçлекене республика енчен пулăшнине те пĕлетпĕр. Пĕр ĕне туяннăшăн 70 пин тенкĕ таран каялла тавăрса параççĕ. Субсиди илес тесен икĕ ĕне туянмалла, выльăх 4 çултан аслă пулмалла мар. Малашне хăй тĕллĕн ĕçлекен виçĕ ĕне те илме пултарать. Республика бюджетĕнчен çавăн пекех пĕр качака е сурăх тытма 5 пин тенкĕ таран (3-10 пуçшăн) субсиди уйăраççĕ. Качака пĕр çултан аслăрах пулмалла. Документа улшăнусем кĕртсен сурăх туяннин тăкакне саплаштарма тытăнмалла.

Çавăн пекех ял хуçалăх техникипе тĕрлĕрен оборудовани, хурт-хăмăр ĕрчетме кирлĕ хатĕрсем туяннин тăкакĕсене — 40, тăпран агрохими тĕпчевне ирттернĕшĕн 50, вăрлăхпа лаборатори тĕпчевĕшĕн тăкаксен 50 процентне саплаштараççĕ.

Субсиди илмелли йĕрке пирки пĕлни те вырăнлă пулĕ, 2022 çулта ăна илес тесен муниципалитет ячĕпе заявлени памалла, документсене тăратмалла пулнă пулсан, халĕ хăй тĕллĕн ĕçлекенĕн харпăр хăй кабинечĕ урлă заявка тăратмалла. Чăваш Республикин Инвестици порталне кĕрсе ĕç-хĕле çирĕплетмелле.

Хăй тĕллĕн ĕçлекен çынсем çăмăллăх кредичĕпе (потребитель кредичĕ) те усă курма пултараççĕ. Кăçалтан тытăнса потребитель кредитне «Професси тупăшĕнчен илекен налук» ятарлă налук йĕркипе усă куракан, 23-65 çулсенчи çынсем илме пултараççĕ. Кулленхи ыйтусене çулталăклăх татса пама вĕсене 1 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Малашне инвестици кредичĕпе те (2,5 миллион тенкĕ) тивĕçтересшĕн. Ăна каялла тавăрса парассин вăхăчĕ 2 çултан ытларах пулмалла. Кредитăн çулталăкри процент ставки — 5 процент. Ăна илме документсенчен паспорт, тупăша, ятарлă йĕркепе налук тỹленине, çĕр харпăрлăхра пулнине çирĕплетекен документсем, хуçалăх кĕнекинчен çырса илни кирлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code