Суббота, 22 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Ятарлă тỹлев

Ятарлă тỹлев

Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен медицина ĕçченĕсене ятарлă социаллă тỹлев пама пуçланă.

РФ Социаллă фондăн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Валерий Николаев пĕлтернĕ тăрăх, тỹлеве РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви çирĕплетнĕ списока кĕртнĕ Чăваш Енри 33 ытла медицина учрежденийĕн ĕçченĕ тивĕçет.

Унăн виçи должноçран, категорирен, медицина пулăшăвĕнчен, ĕçленĕ вăхăтран килет, 4,5 пин тенкĕрен пуçласа 18,5 пин тенкĕ таран. Кăçал ку тĕллевпе 0,7 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Медицина ĕçченĕсем пĕрремĕш тỹлеве февралĕн 2-мĕшĕнче илнĕ — 7200 ытла çынна 61 миллион ытла тенкĕ тỹленĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code