Понедельник, 14 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > 13 миллион тенкĕ ытла

13 миллион тенкĕ ытла

çухату тỹснĕ тĕп хуламăрта пурăнакан хĕрарăм.

Ун патне январь вĕçĕнче палламан хĕр шăнкăравланă та, хăйĕнпе «банк ĕçченĕ» тесе паллаштарнă. Ултавçă кинемине унăн счечĕ çинчен паллă мар çынсем укçа-тенкĕ вăрлама тăнине ĕнентернĕ хыççăн 78 çулхи хĕрарăм 10 миллион тенкине хĕр калакан счет çине куçарса панă. Кунпа анчах çырлахман преступниксем, хĕрарăм ячĕпе кредит та илнĕ, хваттерне арестлеме пултараççĕ тесе унăн пурăнмалли лаптăкне те йỹнĕпе суттарнă. Çапла майпа çынна çăмăллăн ĕненнĕ карчăк 13 миллион тенкĕ ытла çухатнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code