Среда, 29 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕр улми куравĕ иртет

Çĕр улми куравĕ иртет

Ĕнер — мартăн 2-мĕшĕнче Шупашкарти «Каскад» суту-илỹ çуртĕнче регионсем хушшинчи «Çĕр улми — 2023» курав ĕçлеме пуçларĕ. Республикăра кăçалхипе 15-мĕш хут йĕркеленекен курав паян — мартăн 3-мĕшĕнче вĕçленет.

Курава яланхи пекех ЧР ял хуçалăх министерстви, Çĕр улмин А.Г.Лорх ячĕллĕ федераци тĕпчев центрĕ тата ЧР «Агро-Инновацисем» унитари предприятийĕсем йĕркеленĕ. Хăнасем 20 ытла регионтан килсе çитнĕ. Курав вăхăтĕнче «çавра сĕтелсем», ăсталăх класĕсем, ăслăлăхпа практика конференцийĕсем иртеççĕ. Кунта çавăн пекех çĕр улмирен хатĕрленĕ апат-çимĕçе тутанса курма, вăрлăх туянма май пур. Аслă ăрури граждансене волонтерсем çĕр улмине килĕсене тỹлевсĕрех çитерсе парассине те йĕркеленĕ.

Куравра Çĕр улмин А.Г.Лорх ячĕллĕ федераци тĕпчев центрĕ кăларнă хĕрлĕ кăвак çĕр улмин вăрлăхĕсене те туянма пулать. Вăл сахăр чирĕпе аптăракансемшĕн уйрăмах усăллă пулни паллă. Пĕтĕмĕшле илсен, курава çĕр улмин 100 ытла сортне тăратнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code