Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Унăн аллинче ĕç ăнать

Унăн аллинче ĕç ăнать

Хăвăлçырма ялĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи пулнă май, кунти кукамайсемпе асаннесенчен, аннесемпе аппасенчен тĕлĕнме пăрахаймастăп. Вĕсем канлĕх мĕнне пĕлмесĕр кулленхи пурнăçа ĕçри харсăрлăхпа, обществăри пуçарулăхпа çирĕплетсе пыраççĕ. Ырă тĕслĕхĕ — ыттисемшĕн курса тĕлĕнмелĕх.

Альбина Волкова та çав йышранах. Вăл 62 çул каялла Кỹлпуçри Алексейпе Агния Савиновсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Çамрăклах ĕçе хăнăхса ỹснĕскер, кирек епле йывăрлăхра та алă усмасть — харсăр питĕ. Хăвăлçырмари Валерий Волков та кунашкал пултаруллă хĕре асăрхаман мар, паллах. Халĕ, авă, пĕр чăмăрта пурăнма пуçлани те 43 çултан иртнĕ.

Ĕç пурри вăл — телей. Ĕçе чунтан юратса пурнăçласан вара пушшех те. Альбина Алексеевна мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех шкулта повар пулса тăрăшнă: икĕ çул Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче, 1981 çултан вара — Хăвăлçырмара. Тивĕçлĕ канăва тухсан унтах тата виçĕ çул вăй хунă-ха.

— 2019 çулта шкул хупăнчĕ те, повар стажне малалла ỹстерме май килмерĕ, — пăшăрханăвне пытармасть ăшпиллĕ хĕрарăм.

Хăшĕ-пĕри столовăйĕнче «газ чĕртсе апат лартса ямалла çеç» тесе шутлать пулĕ. Апла мар çав. Эпир, шкула куллен çỹрекенсем, унти кухньăра тимлекенсен ĕçне пĕрре те ăмсанмастпăр. Апат-çимĕçне менюпа килĕшỹллĕн янтăланисĕр пуçне мĕн чухлĕ документ хатĕрлемелле вĕсен! Асăрхав органĕсен тăтăш тĕрĕслевĕсене шута илсен тата? Ентешĕн чăтăмлăхне кунта та куратăп эпĕ. «Ĕç ветеранĕ» ят пани те унăн ĕçне пысăка хурса хаклани.

Альбина аппа кĕрĕк арки йăваласа ларма хăнăхман та, ĕçлемесĕр, çынпа хутшăнмасăр чунĕ чăтмасть-тăр. Вăл Алексей Галкин хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи тĕрлĕ ĕçе явăçать. Килĕнче те канлĕх пирки шутламалли çук: картиш тулли выльăх-чĕрлĕх. Сăвăнакан ĕне кăна пиллĕк! Кунта мăшăрĕн тимлĕхĕсĕр те май килмест.

— Ялта выльăх усрани кирлех, — хăйĕн шухăшне пĕлтерет Альбина Алексеевна, — сĕт-турăхĕ, аш-какайĕ пулать, йăпанăç та тесе каласшăн.

Йăпанăçне вăл урăххинче те — тĕрĕ-эреш тĕнчинче те курать. Сăн ỹкерчĕке сăнăр-ха: ылтăн алăсем мĕн кăна ăсталамаççĕ. «Нарспи» поэмăра çырса кăтартнă пекех туйăнать.

Валерий Павловичпа Альбина Алексеевна икĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Асли — Наташа — Шупашкарта ача садĕнче воспитательте тăрăшать. Вăл ял ачипех — Владислав Галкинпа çемье çавăрнă. Вĕсен халĕ хăйсен икĕ ача ĕнтĕ. Яла килсех çỹреççĕ, кил-хуçалăхĕнче вĕсем валли ĕç тупăнсах тăрать.

Алеша ывăлĕн вара пулăшу аллине тăсма хальлĕхе май çук-ха, вăл çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ задачăсене пурнăçлать: пиллĕкмĕш уйăх ĕнтĕ Украинăри ятарлă çар операцийĕнче.

— Ывăлăм мобилизаци йĕркипе кайрĕ унта. Мăнаçланатпăр та хỹтĕлевçĕ ретне тепĕр хутчен тăнишĕн, çав вăхăтрах хуйхăратпăр та. Эрнесерен çыхăнать те пирĕнпе — чун лăпланать вара. Сывă, тĕрĕс-тĕкел таврăнтăр тесе Турра кĕл тăватпăр. Пирĕн ăна шанчăк памалла, — чунне уçать Альбина аппа. — Ялта пурăнмалла тетчĕç пире атте-анне. Алеша та çав йăлана малалла тăсасса шанатпăр.

Салтаксене пулăшу кỹрес тĕллевпе Альбина аппан хĕрĕпе кĕрỹшĕ ыр кăмăллăх акцисене активлă хутшăнаççĕ. Хăй те айккинче юлмасть: ялти хĕрарăмсемпе пĕрле чăлха-нуски çыхса параççĕ.

…Кирек мĕнле ĕç те ун аллинче кал-кал пырать. Кăмакаран кăпăшкан пиçсе тухакан çавра çăкăрне кĕрекене ларакан епле астивмĕ, техĕмлĕ курăкран хатĕрленĕ чейне епле тутанмĕ. Кăмăлĕ те çаплах Альбина аппан — «кăпăшка».

Зинаида МИХЕЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code