Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Анне! Ачасемшĕн эс паратăн чунна

Анне! Ачасемшĕн эс паратăн чунна

Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн тата районти хĕрарăмсен канашĕн пуçарăвĕпе Мартăн 8-мĕшĕ умĕн тĕп библиотекăра çавра сĕтел хушшинчи тĕл пулу иртрĕ. Хальхинче унта нумай ачаллă амăшĕсене, паянхи тăнăç мар саманара Украинăри çар операцине хутшăнакан салтаксен амăшĕсемпе мăшăрĕсене йыхравланă. Вĕсене çуркуннехи уяв ячĕпе саламлама муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Лариса Васильева хутшăнчĕç.

Анне — пурнăç пуçламăшĕ, вăл пире çуратнă, ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, çĕршыва усăллă çынсем пулма пилленĕ. Çуратса ỹстернĕ ывăл-хĕрĕн çутă малашлăхĕшĕн вăл хăйĕн кун-çулĕ тăршшĕпех чун ăшшине парать. Паянхи саманара, пытармалли çук, аннесене пит йывăр, вĕсен пит-куçĕ те унчченхи пек савăнăçлах мар. Хальхи вăхăтра вĕсенчен чылайăшĕ Украинăри çар операцине хутшăнакан ывăлне е мăшăрне, çывăх тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене хăрушлăх серепинчен çăлса хăварма пулăшас тесе ирхине вăрансан та, каçхине çывăрма выртиччен те Турăран пулăшу ыйтать — кĕлĕ тăвать. Анне кĕллинчен, вăл ыйтнинчен хăватли çук, теççĕ. Аннесен кĕлли пулăштăрах пур ывăл-хĕре те.

…Аннесен чĕри çине тиеннĕ йывăр çĕклеме кăштах та пулин çăмăллатас, вĕсен салху, пусăрăнчăк кăмăлне çĕклес тĕллевпе йĕркеленĕ çавра сĕтел хушшинчи тĕл пулу вăхăтлă, вырăнлă та. Амăшĕсемпе мăшăрĕсем хăйсене кĕрекене чĕннине, куç тĕлне тунине, паллах, тивĕçлипе хаклаççĕ. Çакă вĕсене округри ертỹçĕсем Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлакан ывăлĕсене, мăшăрĕсене сума сунине пĕлтернине ăнланса илме те май панăн туйăнчĕ. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый амăшĕсене çуркуннехи илемлĕ уявпа ăшă кăмăлтан саламланă чухне пăлханăвне пытарайманни сисĕнчĕ. Урăхла пулма та пултараймĕ…

Аннесем ытам тулли чечек çыххисене, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламласа çырнă открыткăсене тивĕçрĕç.

Уява килме ерçейменнисене саламсемпе чечексене килĕсене çитерсе панă, округ тулашĕнчисене открыткăсене почта урлă ăсатнă.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code