Понедельник, 7 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Манăн атте — чи хăюлли

Манăн атте — чи хăюлли

Эпир Елчĕк ялĕнче пурăнатпăр. Çемье пирĕн питĕ пысăк: асаттепе асанне, аттепе анне, эпĕ тата Матвейпа Настя.

Манăн аттене Сергей Анатольевич Краснов тесе чĕнеççĕ. Вăл суту-илỹ ĕçĕнче тăрăшать. Эпир питĕ юрататпăр ăна. Пушă вăхăтра каçсерен юмахсем вуласа парать, бассейна шыва кĕме те, пăр çинче конькипе ярăнма та илсе çỹрет пире.

Нумаях пулмасть атте юлташĕсемпе пĕрле Украинăна кайса килчĕ, вĕсем пирĕн салтаксем валли апат-çимĕç, ăшă тумтир, ытти кирлĕ япаласем парса хăварнă. Унта вăл чăваш салтакĕсемпе кăна мар, ятарлă операцие хутшăнакан тăвансемпе те курса калаçнă. Мĕнле савăннă-ха вĕсем пĕр-пĕрне курсан! Атте çав тĕл пулу çинчен темиçе хутчен те каласа пачĕ.

«Самана çĕр çинче лăпкă тăтăр, нихăçан та вăрçă ан пултăр», — тет асанне атте инçе çултан чипер таврăннăшăн савăнса.

Хĕвел ялан ялкăштăр, унăн ăшши пурин валли те çитет. Манăн та ỹссен атте пекех ырă чунлă, хастар, вăйлă пуласчĕ.

Ваня КРАСНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code