Воскресенье, 14 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > «Экскурси питĕ килĕшрĕ»

«Экскурси питĕ килĕшрĕ»

Хамăр тăрăхра çуралса ỹссе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă, хăйсен тăрăшуллă ĕçĕсемпе ят-сум çĕнсе илнĕ мăнаçланмалли ентешĕмĕрсем сахал мар пирĕн. Вĕсенчен пĕри — Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен тĕп шутлав центрĕн начальникĕ Роберт Баранов генерал-майор. Ентешĕмĕр тăван тăрăха манманни, çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе хутшăнни савăнтарать.

Роберт Петрович иртнĕ çул тăван тăрăха отпуска килсен Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕсемпе тĕл пулма вăхăт тупрĕ, вĕсемпе видеоçыхăну мелĕпе те калаçусем йĕркелет.

Генерал-майор кăçалхипе иккĕмĕш хут Елчĕк округĕнчи çамрăк армеецсен хастар членĕсене Мускава йыхравларĕ. Вăл йĕркелесе пынипе Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Çĕнĕ Пăва, Курнавăш, Лаш Таяпа, Аслă Елчĕк шкулĕсенче вĕренекенсем виçĕ кунлăх пуян программăллă экскурсинче пулчĕç.

— Çĕршыв çирĕплĕхĕ тата тĕрекĕ унăн патриотлăха мала хуракан гражданĕсенчен килет. Патриотизма çамрăксенче мĕн кĕçĕнрен аталантармалла. Экскурси тĕп тĕллевĕ — çамрăк ăрăва патриотсем пулса çитĕнме пулăшасси. РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Тĕп храмĕнче пулнă май вĕренекенсем вăхăтлăх та пулин «вăрçă сывлăшĕпе сывласа» аслашшĕсемпе асламăшĕсем мирлĕ пурнăçа мĕнле йывăрпа тата пысăк асаппа тунине ăнланса илĕç. «Астăвăм çулĕ» музей комплексĕнче чылайăшĕ вăрçăра çапăçнă тăванĕсен сăнĕсене курса, вĕсем пирки вуласа пĕлсе мăнаçланĕ. Çак экскурсине йĕркелес умĕн чи малтанах Мускавра тымар янă ентешсемпе (пирĕн округ чăннипех те сахал мар çар çыннине çитĕнтернĕ, вĕсем пурте çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ) курса калаçса çулçỹревĕн ятарлă программине хатĕрлетпĕр, вăл ачасемшĕн чăн та усăллă пултăр тесе тăрăшатпăр, — хыпарлать Роберт Баранов.

Çамрăк армеецсем чи малтанах Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Тĕп храмне çитсе курнă. «Патриот» çарпа патриотизм паркĕпе, парк территорийĕнчи музей комплексĕпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене халалланă галерейăсемпе, çар техникисемпе кăмăлласах паллашнă.

Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Тĕп шутлав центрĕнче иртнĕ тĕл пулу ачасене уйрăмах килĕшнĕ. Кунта вĕсем округран, республикăран тухнă ытти ентешсемпе те курнăçнă, вĕсем ятарласа хатĕрленĕ патриотла юрăсен концертне курса савăннă. Çар заведенийĕсенче, пушар хурал тытăмĕнче, ытти вырăнта тăрăшакан, тĕрлĕ çар чаçĕсенче службăра тăракан ентешсем вĕренекенсемпе профориентаци темипе калаçу йĕркеленĕ. Ачасене çар специальноçне илес тĕллевпе çар шкулĕсене вĕренме кĕрес, РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсенче службăра тăрас ыйтусем уйрăмах интереслентернĕ. Каярах вĕсем викторинăра тупăшнă, командăсем çине пайланса шахматла вылянă. Çĕнтерỹçĕсене Дипломсемпе тата парнесемпе чысланă. Елчĕксем хăйсем те парăмра юлман — хут купăспа выляса чăваш юррисене шăрантарнă.

— Экскурси питĕ килĕшрĕ. Çуркуннехи каникул вăхăтĕнче пире çакăн пек пысăк парне туса панăшăн эпир мĕн пур ача ятĕнчен РФ Хĕç-пăшаллă вăйсен тĕп шутлав центрĕн начальникне Роберт Баранова пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Мана уйрăмах музей комплексĕ кăмăла кайрĕ. Унăн тăршшĕ 1418 утăмпа танлашать — вăрçă шăп та шай 1418 куна тăсăлнă. «Партизансен ялĕ» çарпа истори комплексĕнче вара партизансен ялĕнче пулса салтак пăттине тутантăмăр. Вăрçă вăхăтĕнчи çар техникине, блиндажсемпе çĕрпỹртсене, хĕç-пăшал склачĕсене, санитари чаçĕсене, хирти кухньăна тата ыттине хамăр куçпа курни пире вăрçă вăхăтĕнчи лару-тăрăва куç умне кăларма пулăшрĕ, — пĕлтерет Елчĕк шкулĕнче 11-мĕш «к» класра вĕренекен Дмирий Можаев.

Ачасем экскурсипе кăмăллă юлнă, вăл вĕсен асĕнче чылайлăха упранĕ. Вĕсемпе пĕрле çулçỹревре Елчĕк тата Лаш Таяпа шкулĕсен директорĕсем Лариса Васильевăпа Ирина Чернова, педагогсем, районти хĕрарăмсен канашĕн представителĕсем пулнă.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code