Пурнăç вăрăмăшĕ тата пахалăхĕ — сывă çыхăнусене аталантарма пĕлнинче. «Йăла — иккĕмĕш кăмăл», — теççĕ халăхра. Сывă йăлана вĕренсе пурнăçа кĕртме нумай тăрăшас пулать, усал вара хăвăртах çыпăçать.
Сывлăха аркатакан хăнăхусемпе нихăçан та сывă пурнăç йĕрки пулмасть. Сиенлĕ йăласене пирĕнтен нумайăшĕ хăйĕнче тупма пултараççĕ. Анчах та теприсем сиенлĕ туртăмсене асăрхамаççĕ те. Час-часах: «Ман пурте йĕркеллĕ», «Ку пачах сиенлĕ мар» тенине илтме пулать. Сиенлĕ йăлапа чир хушшинчи чикĕ питĕ черчен.
Эрех ĕçекенсем, пирус е электронлă сигарет туртакансем чир енне куçасси часах. Пирĕнтен кашниех табак сывлăхшăн сиенлĕ пулнине пĕлсен те, нумайăшĕ çакна пĕлсе тăрсах сигарета çăвара хыпать.
Пирĕн çĕршывра çынсем вăтамран 69 çул пурăнаççĕ пулсан, Америкăра — 79, Францире — 82 çул. Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас ĕç организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, Америкăра халăхăн 27 проценчĕ туртать, Францире — 30 процент, Раççейре — кашни çынран 4-шĕ. Çулсерен табак туртнине пула 5 миллион çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать.
Юлашки вăхăтра çамрăксемпе шкул ачисем хушшинче табак тата электронлă сигарет туртни çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Тĕслĕхрен, вунсаккăра çитмен ачасен 40 проценчĕ пирус е электронлă сигарет туртаççĕ. Пире, тухтăрсене, çак наркăмăшпа уйрăмах çамрăк хĕрсем аташма пуçлани пăшăрхантарать. Мĕнле ачасем çуратĕç-ха вĕсем çитĕнсе çемье çавăрсан?
Пирус сиенĕ туртма пуçласан тỹрех палăрмасть. Пуçлакансем пурте кăштах туртатăп та, кирлĕ пулсан çăмăллăнах пăрахăп теççĕ. Анчах никотин питĕ ултавлă наркăмăш, кашни туртмассерен ăна организм ытларах та ытларах ыйтма пуçлать.
Ачасем хăйсене çитĕннĕ çын пек патвар кăтартас е ыттисенчен компанинче уйрăлса тăрас мар тесе туртма пуçлаççĕ те, хăш вăхăтра серепене кĕрсе ỹкнине хăйсем те ăнланса юлмаççĕ.
Никотин пирусра та, электронлă сигарет шĕвекĕнче те пĕр япалах. Енчен те никотинсăр шĕвекпе усă курса туртма пăрахатăп тесен, çын организмĕ пурпĕрех никотин ыйтма пуçлать.
Çавах та туртакансен 80 проценчĕ пирус туртма пăрахасшăн. 25 проценчĕ вăхăтлăх пăрахать те, каллех çăвара хыпать пируса. Пуринчен те пулмасть туртма пăрахасси. Кунта кăмăл çирĕплĕхĕ питĕ вăйлă пулмалла.
Пирус туртма пăрахма шут тытсан темиçе сехет туртмасан, çынна тем çитмен пек туйăнать, çывăрайми пулать, тарăхма тытăнать. Черетлĕ сигарета туртса яни кăна çынна лăпланма пулăшать. Никотин питĕ вăйлă пăхăнтарать, пуç мимине пысăк витĕм кỹрет.
Кашни пирус туртмассерен тĕтĕмпе пĕрле тĕрлĕ сиенлĕ япаласем, никотин виçи пухăнса пырса, шалти органсене амантаççĕ. Туртакансем ытларах инсультпа, чĕрен инфаркчĕпе аптăраççĕ. Сывлăш органĕсен рак чирĕпе чирлекенсенчен 80 проценчĕ таран пирус туртакансем. Сигарет тĕтĕмĕнчи наркăмăш организм ылмашăвне улăштарать, сахăр йышăнасси начарланать, чĕре ĕçĕ япăхланать, мышца вăйĕ, юнăн кислородпа пуянланаслăхĕ чакать. Çавна пула çын хăвăрт ывăнать, вăй-хал, ăс-тăн чакать. Темиçе уйăх пирус туртнă хыççăн çыннăн астуса юласси, реакци хăвăртлăхĕ, тимлĕх чакни палăраççĕ, çамрăксем кирлĕ пек ỹсеймеççĕ.
Электронлă сигаретсенчи формальдегид, акроелин çыннăн клеткинчи ДНКна тĕрлĕ мутацисем патне илсе çитереççĕ. Каярахпа ăрура сывă мар ачасем çуралас хăрушлăх чылай пысăкланать. Ароматизаторсенчи диацетил ятлă хутăш бронх стенисене шыçтарса ярать. Çамрăклах шкул çулĕнчи ачасем сывлăш çитменнине, тарăннăн сывлама кансĕр пулнине палăртаççĕ.
Пирус туртма пăрахас шухăшлисене, анчах та ку таранччен пăрахма вăй çитерейменнисене çапла сĕнес килет. Туртма пăрахсан харăсах вăхăт та, укçа-тенкĕ те, сывлăх та хушăнать. Ку тĕлĕшпе хăвăрпа пĕр шухăшлă юлташ пулсан çăмăлрах. Пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарса пыма пулать. Тата туртакан çынсем хушшинче сахалрах пулма тăрăшăр, кирек кам сĕнсен те тỹрех хирĕçлеме пултарăр.
Ирхине тăрсан пирвайхи сигарета çăвара хыпас туртăма май пур таран каяраха куçарса пымалла. Туртас вăхăтсен хушшине ỹстерме тăрăшăр. Пирус тавраш илмелле мар, ăна туянма мĕн чухлĕ укçа тăкакланине шутласа пыни те хавхалантарĕ. Шухăшланă кунран тытăнмалла, çывăх çынсене сигарет туртма пăрахма шутлани çинчен калас пулать, çав вăхăтра сирĕн кăмăл пусăрăнчăк, улшăнуллă пулма пултарассине те асăрхаттармалла.
Сигаретран хăтăлсан сывлăх çирĕпленесси, пурнăç кăсăклăрах пуласси пирки шутламалла. Ытларах çуран утмалла, спортпа туслă пулма тăрăшмалла, юратнă ĕçпе аппаланмалла, çемьене вăхăт ытларах уйăрмалла.
Сывлăхран хакли нимĕн те çук, ăна укçапа илеймĕн. Сывлăх пулсан — пурте пулать! Сывлăх çирĕп пуласси вара çынран хăйĕнчен нумай килет.
Ашшĕ-амăшĕн хăйĕн ачисемшĕн тĕслĕх пулмалла, сывлăха упрама пĕчĕкрен вĕрентмелле. Килте килĕшỹ, пĕр-пĕрне ăнланни, упрани — сиенлĕ йăласенчен ачасене хỹтĕлекен факторсем. Пурнăçра йывăрлăхра та савăнма, кашни çынра лайăххине курма, каçарма тата тав тума ача-пăча çемьере ашшĕ-амăшĕнчен вĕренет.
Лидия ГРИГОРЬЕВА,
республикăри наркологи диспансерĕн психиатр-наркологĕ.