Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çурт-йĕр çĕнелет, территорисем хăтлăланаççĕ

Çурт-йĕр çĕнелет, территорисем хăтлăланаççĕ

2021-2022 çулсенче пурнăçламалли кĕске вăхăтлă муниципалитет программипе килĕшỹллĕн хута каякан ĕçсем халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатма май параççĕ. Вĕсем пулăшнипе Елчĕк муниципалитет округĕнче те юлашки çулсенче нумай хваттерлĕ çуртсене юсассипе, çĕнĕ сăн кĕртессипе курăмлă, пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ.

Иртнĕ кунсенче анчах Елчĕкри Юбилей урамĕнчи 4-мĕш номерлĕ çурт тăррине (пурĕ 660 тăваткал метр, проектпа смета документацийĕн хакĕ — 4912,941 пин тенкĕ) улăштарас ĕçĕн вĕçне тухни çаксем пирки тепĕр хутчен аса илме хистерĕ. Яваплă ĕçе шанса панă подряд организацийĕн — «ПСК «Стандартстрой» ООО строителĕсем хăйсен тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлани çак çуртра пурăнакансен кăмăлне те тивĕçтернĕ, вĕсем хăйсен шухăшĕсене пĕлтерме те хирĕç пулмарĕç.

Сергей Николаевич ШАКОВ:

— Лайăх астăватăп: 1972 çулта, эпĕ 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне пирĕн çемье çак çурта пурăнма куçрĕ. Çул хĕрринчи — пурин куçĕ умĕнчи алă тупанĕ çинчи пек курăнакан çак 16 хваттерлĕ çурт çав вăхăтшăн питех те мăнаçлăн туйăнатчĕ. Кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ, çулсем иртсе пынă май çурт кивелсе пычĕ, юсав ĕçĕсене пурнăçламалли паллă пулчĕ. Çакна шута илсе 2015 çулта инженери сечĕпе çыхăннă пысăк юсав ĕçĕсене пурнăçланăччĕ. Пытармалли çук, çурт тăррине улăштармалли те паллăччĕ. Халĕ ку шухăш та пĕтрĕ. Строительство ĕçĕсене пурнăçлассипе пысăк ăсталăх пухнă «ПСК «Стандартстрой» коллективĕнче вăй хуракансем шанăçа тивĕçлипе тỹрре кăларма пултарнине курса ĕнентĕмĕр.

Валентина Филипповна МИСЯКОВА:

— Эпир пурăнакан тăрăхри иртнĕ çулсенче улăштарнă нумай хваттерлĕ çуртсен тăррисене пурне те кăвак профнастилпа витнĕ. Çакна шута илсе пирĕн çурт тăррине кăвак профнастилпа витни килĕшỹллĕ пулса тухрĕ. Унсăр пуçне, çи виттине юр тытакан хатĕрсемпе хăрушсăрлатни те шанчăклă тесе шутлатпăр.

Çуркунне — çут çанталăк чĕрĕлнĕ вăхăтра çурта çĕнĕ тĕс кĕни пире, кунта пурăнакансене, савăнтарать, паллах. Çак хавхаланупа иртнĕ кунсенче пурте пĕр шухăшлă пулса территорие тирпей-илем кĕртме тухрăмăр — чун савăнса тăрать.

Сăмах май каласан, юлашки çулсенче муниципалитет округĕнче Чăваш Енре анлăн ĕçе кĕрекен федераци шайĕнче çирĕпленнĕ ял-хула территорийĕсене хăтлăлатас тĕллевпе вăй илнĕ ытти патшалăх программисем те анлăн ĕçе кĕреççĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code