Пятница, 12 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрмансене упрар

Вăрмансене упрар

Вăрмансене пушар тухас хăрушлăхран упрас тĕллевпе республикăра çулсеренех патруль йĕркелеççĕ. Унта ЧР Çут çанталăк министерствин инспекторĕсем, «Вăрман пушар службин» тата МЧС ĕçченĕсемпе республикăри йĕрке сыхлавĕн органĕсем хутшăнаççĕ.

Пушар тухас хăрушлăх пур тапхăрта вăрманта çак ĕçсене тума юрамасть:

  • кăвайт чĕртме, мангалпа тата апат-çимĕç хатĕрлемелли ытти хатĕр-хĕтĕрпе усă курма;
  • пирус туртма, çунакан шăрпăка, пирус тĕпне çĕре пăрахма;
  • бензин, краççын тата çунакан ытти материал тытнă савăт-сапана вăрманта пăрахса хăварма;
  • топливо янă чухне машина çывăхĕнче пирус туртма е вут чĕртме;
  • хĕвеллĕ уçланкăра кĕленче савăт, кĕленче ванчăкĕ е çỹп-çап пăрахса хăварма;
  • курăка, уй-хирти хăмăла çунтарма.

Вăрманта вут-çулăм тухнине асăрхасанах ăна чи малтан хăвăр вăйпа сỹнтерме тăрăшăр: йывăç турачĕсемпе çапăр, ăна хăйăрпа, тăпрапа сапăр. Çывăхра шыв пулсан унпа усă курăр.

Енчен те пушара хăвăр вăйпа сỹнтерме май килмесен çынсенчен пулăшу ыйтăр, пушар хурал ĕçченĕсене, вăрман сыхлавçисене, полицие, çывăхри территори пайне шăнкăравлăр. Хăрушă вырăнтан аяккарах кайма тăрăшăр.

Йĕркене пăхăнни граждансен яваплăхне кăтартать. Пĕрле тăрăшсан çеç вăрмансене пушартан сыхлама, пулас ăрусем валли упраса хăварма пултарăпăр.

В.ГРИГОРЬЕВ, А.САЙКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code