Воскресенье, 13 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Наркоманирен асăрханар

Наркоманирен асăрханар

Елчĕкри полици пайĕ наркотик хатĕрĕсен, психотроплă хутăшсен саккунсăр çаврăнăшне тупса палăртассипе тата çынсен нуши çинче укçа-тенкĕ тăвакансен çулне пỹлессипе сахал мар ĕç пурнăçлать.

Çавна май республикăра анчах мар, районта та «Мăкăнь» операци йĕркелеççĕ. Виçĕ тапхăрпа иртет вăл. Асăннă операцие йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем çулсеренех виçĕ тапхăрпа ирттереççĕ, çак хушăра рейдсем, халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсем пыраççĕ.

Кăçал наркотик хатĕрĕсен, психотроплă хутăшсен саккунсăр çаврăнăшне хирĕçле сферăра преступлени тунине тупса палăртман.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code