Понедельник, 15 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Актуально > Пушар хуралĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Пушар хуралĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Пушарнăйсен профессийĕ — чи хăрушшисенчен тата кăткăссисенчен пĕри. Çак ĕçе йывăрлăхран хăраман хăюллă та паттăр çынсем анчах суйласа илеççĕ. Сирĕн яланах çирĕп сывлăхлă тата пысăк вăй-халлă, вăр-вар та тỹсĕмлĕ пулмалла, синкерлĕ лару-тăрура васкавлă та пĕлтерĕшлĕ йышăнусем тума пултармалла. Инкеке лекнисене пулăшнă май эсир хăвăрăн пурнăçăрпа сывлăхăра та хĕрхенместĕр, синкере сирсе янипе пĕрлех çынсен пурнăçĕсене çăлса хăварас тесе мĕн пур вăй-халăра хуратăр. Шăпах çак пахалăхлă енсемшĕн хисеплет тата хаклать халăх пушар хуралĕн ĕçченĕсене.

Уявпа саламласа кашнинех çирĕп сывлăх, çемьере килĕшỹ, ĕçре çитĕнỹсем сунатăп.

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард ЛЕВЫЙ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code