Воскресенье, 25 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Унăн ĕçĕсем вилĕмсĕр

Унăн ĕçĕсем вилĕмсĕр

Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, аслă вĕрентекен Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитрĕ. Чаплă пулăма халалласа вăл çуралнă ялта — Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче тата Теччĕ хулинче пысăк мероприяти0сем иртнĕ.

Авалхи йăлана пăхăнса Кăнна Кушкисем хăнасене çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илнĕ. Кунта хăнасем тĕрлĕ енчен килсе çитнĕ. Чи сумлисем вара И.Я.Яковлевăн кĕçĕн мăнукĕсем — Любовь Михайловна Ордынскаяпа Никита Михайлович Толмачев хăйсен мăшăрĕсемпе. Унтах Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынă делегаци те хутшăннă.

Пирваях Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн бюсчĕ умĕнче асăну митингĕ иртнĕ. Унта Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Ольга Петрова, Теччĕ муниципаллă районĕн пуçлăхĕ Рамис Сафиуллов тата ыттисем чăвашсемшĕн чунне пама хатĕр пулнă ентешĕмĕрĕн ĕç-хĕлне хакласа хĕрỹллĕ сăмахсем каланă, бюст умне чĕрĕ чечексем хунă.

Мероприятие хутшăннисем И.Я.Яковлевăн мемориал музейĕпе паллашнă. Кунта Леонард Левый сăмах илнĕ май, чăваш халăхне çутта кăларас тĕлĕшпе ĕмĕрне ирттернĕ Улăп Елчĕк тăрăхĕнче те шкулсем уçни, унăн еткерлĕхне упрас тĕлĕшпе туса пыракан ĕçсем, округăн пултаруллă çыннисем çинчен каласа панă. Музее вăл «Яльчикский район. Краткая энциклопедия» кĕнекине парнеленĕ. Пирĕн ентеш, Чăваш патшалăх истори архивĕн директорĕ Галина Ертмакова йĕркеленĕ выставкăри чăн документсем Яковлев ĕçлесе пурăннă тапхăра «çитсе килме» май панă.

Вĕрентекенĕмĕр 1921 çултах çырнă «Чăваш халăхне панă халалĕ» — вилĕмсĕр. Йĕркесенчи кашни сăмахĕ паянхи куншăн та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ăна ачасем тăватă чĕлхепе — вырăсла, тутарла, чăвашла, мордвалла вуланă. Аслă Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем И.Яковлевăн «Йăлăнтармăш» калавĕ тăрăх лартнă инсценировкине те хапăлласа йышăннă халăх.

И.Яковлевăн пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ пирĕн тăрăхпа та çыхăннă. Вăл 1878 çулта Кĕçĕн Елчĕкре, 1884 çулта Кивĕ Эйпеçĕнче пĕр класлă шкулсем уçнă. 1891 çулта Аслă Елчĕкре шкул çурчĕ туса лартма пулăшнă. Мероприятире Елчĕкри вăтам шкул представителĕсем «Иван Яковлевич Яковлев», «Школа И.Я.Яковлева», «От старины до современности» баннерсем тăрăх çутавçăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.

Уяв программинче тĕнче шайне тухнă вĕрентекене халалласа йĕркеленĕ «Иван Яковлевич Яковлевăн педагогикăри еткерлĕхĕ» ăслăлăхпа практика конференцийĕ тĕп вырăн йышăннă. Чылаййăн тухса калаçнă унта. Пурте халăх çут ĕç патриархĕн пархатарлăхне пысăка хурса хакланă, унăн ятне, çулсем иртнĕ май, çỹлтен-çỹле çĕклесе пыма сĕннĕ. Конференцире И.Яковлевпа çыхăннă мероприятисене ирттерме активлă хутшăннăшăн Теччĕ муниципаллă районăн пуçлăхĕ Рамис Сафиуллов Леонард Васильевича Тав çырăвĕпе чысланă.

Уявра Çĕнĕ Пăвари «Илем» халăх фольклор ансамблĕ, Тỹскелĕнчи «Шуçăм», «Тускил» ушкăнсем, Юрий Кашкăр юрăç-композитор вырăнти халăха, хăнасене чăваш юрри-кĕввипе тыткăнланă.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code