Суббота, 22 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Актуально > Хаклă ентешсем!

Хаклă ентешсем!

Сире Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕпе саламлатăп!

Эпир ку уява апрелĕн 29-мĕшĕнче — пирĕн республикăн Патшалăх гербне, унăн нумай ĕмĕре тăсăлакан гимнне йышăннă кун — паллă тăватпăр. Патшалăх символĕсем республикăн нумай ĕмĕре тăсăлакан историне кăтартаççĕ. Çак символсенче пирĕн халăхăн хăйне евĕрлĕ культурипе йăли-йĕрки сăнарланнă. Вĕсем уявсенче тата пĕлтерĕшлĕ пулăмсенче пирĕнпе юнашар, пире çĕнĕ çитĕнỹсем тума хавхалантараççĕ тата пĕрлештереççĕ. Патшалăх символĕсене хисеплесси тата упрасси кашни çыннăн патриотла тивĕçĕ.

Пирĕн патриотла символсен мăнаçлăхĕ куллен пуçаруллă ĕçре çирĕпленсе пытăрччĕ, пурнăçра республикăпа, округпа мăнаçланмалли сăлтав пулсах тăтăр!

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард ЛЕВЫЙ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code