Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ялан янра, чăваш чĕлхи!»

«Ялан янра, чăваш чĕлхи!»

Тĕнче культурин ăслайçи И.Я.Яковлев çутавçă 175 çул çитнине халалласа нумай регион-хулара мероприятисем иртеççĕ.

Мускавра пурăнакан чăваш юхăмĕн хастарĕсем черетлĕ ĕçе сăвă калама юратакансемпе çыхăнтарнă — «Ялан янра, чăваш чĕлхи! Всегда звени, язык чувашский!» Пĕтĕм Раççей шайĕнче конкурс йĕркеленĕ. Çĕршыври 10 ытла регионтан пĕтĕмпе 250 ытла çын хутшăннă унта. Пĕрисем сăвăсене вуласа видеороликсем ярса панă, теприсем жюри членĕсене хăйсен пултарулăхĕпе куçăмлă майпа паллаштарнă.

Унта Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмĕн заведующийĕ Антонина Осипова Митта Ваçлейĕн «Тăван чĕлхем» сăввине пăхмасăр илемлĕ калани питĕ килĕшнĕ-тĕр: 30 çултан аслăрах конкурсантсен йышĕнче II степень Дипломпа чысланă.

— Асăннă пĕлтерĕшлĕ конкурса епле хутшăнма шутланă эсир? — саламланă май çапларах ыйту çуралчĕ.

— Ачаранах сăвă вулама тата пăхмасăр калама çав тери юрататăп, — кăмăлне уçрĕ Антонина Васильевна. — Хутшăнса пăхам-ха, нимĕн те çухатмастăп вĕт ара, терĕм.

Çапла, çухатман, пушшех тепĕр майлă — хавхалану, шанăçлăх, малашлăх вăйне туйса илнĕ.

Конкурсра унта хутшăнакансем хăйсем хатĕрленĕ стендсем умĕнче ỹкерĕннине те шута илнĕ иккен. «Чăваш халăхне панă халал» стенд стационар ертỹçи хăй чылай çул каялла ăсталанăскер. 32 çул ялти шкулта ачасене ỹкерỹ ĕçĕпе, технологипе вĕрентекенскерĕн алли ылтăн пулни те паллă.

— Кулленхи ĕçре — ваттисен çуртĕнче те, шкулта та И.Я.Яковлевăн кашни ăрăва пырса тивекен пилĕсемпе тăтăшах усă куратăп, — кăмăлне уçать илемлĕхе чунтан парăннă ертỹçĕ, педагог.

Сăмах май, çĕршыври пултарулăх тупăшăвĕнче пирĕн округран тепĕр сăвă ăсти — Шăмалакри тĕп шкулти Петр Семенов учитель палăрнă. Вăл хăй çырнă хайлавпа паллаштарса иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Патреккелĕнче пурăнакан Галина Енейкина çыравçăн мăнукĕ, Шупашкарти 10-мĕш вăтам шкулта 3-мĕш класра вĕренекен Елена Енейкина хăйĕн ỹсĕмĕнче çĕнтернине те палăртар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code