Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ентешлĕх йыхравĕ

Ентешлĕх йыхравĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Шупашкарти «Елчĕк ен ентешлĕхĕ» обществăлла организацин Юрий Карпов ертсе пыракан делегацине йышăннă.

Тĕл пулура майăн 27-мĕшĕнче 11 сехетре тĕп хулари «Амазония» культурăпа кану паркĕнче Елчĕксен ентешлĕхĕн уявне ирттерессипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă. Ăна Педагогпа наставник тата Телейлĕ ачалăх çулталăкне халаллĕç.

Уяв программи культурăпа спорт мероприятийĕсемпе, тĕрлĕ конкурссемпе, куравсемпе пуян пулма шантарать. Вĕсене округри юрă-ташă коллективĕсем, ал ĕç ăстисем, тĕрлĕ сферăра тăрăшакан пултаруллă ентешсем пуянлатĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code