Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Кану паркĕ илĕртет

Кану паркĕ илĕртет

Халăхăн пурнăç шайне ỹстерсе пырас, тавралăха хăтлăх кĕртес тĕллевпе Елчĕк муниципалитет округĕнче çулсерен сахал мар ĕç пурнăçланать.

Кивĕ Эйпеç ялĕнче ял хастарĕсен пуçарăвĕпе, халăх тата спонсорсен пулăшăвĕпе ял варринче кану паркне хута янă.

— Парка эпир иртнĕ çул тума пуçăнтăмăр. Кунта ял старости Николай Кожевников уйрăмах пысăк пуçарулăхпа палăрчĕ. Ку вырăна кăçал та, пĕлтĕр те чăрăшсем лартса хăвартăмăр. Кунта шкул ачисем те пысăк хастарлăх кăтартрĕç. Нумаях пулмасть вара парка карта тытса çавăртăмăр, тротуар сартăмăр, кĕрекен хапхине капăрлатрăмăр. Парка Çимĕк кунĕ уçма палăртатпăр, — пĕлтерет Аслă Пăла Тимеш территори пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Тихонова.

Çак ĕçре Леонид Григорьев уйрăм пайтаçă çемйи уйрăмах пулăшнине палăртать ертỹçĕ.

Парк Тĕп урамра питĕ меллĕ вырăнта вырнаçнă. Вăл малашне ача-пăчапа çамрăк амăшĕсен, çемьесен тата аслă ăрурисен юратнă вырăнĕ пуласса иккĕленмелли çук.

Хирĕçрех виçĕм çул ятарлă программăпа хута кайнă ача-пăча спорт площадки вырнаçнă. Кĕçех парк территорийĕнче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн туса хунă фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме пуçлĕ. Вăл маларах ФАП пулнă вырăнтах (каярах — хуçалăхăн бригадин çурчĕ) ỹссе ларнине пĕлтереççĕ ял çыннисем.

— Ĕçленипе анчах мар, халăхăн канма та пĕлмелле — парк каçсерен çемьесене хăй патне йыхравлать. Тавралăха хăтлăлатас шухăша ял-йыш ырласа ĕçе пурнăçлама хастар хутшăнни савăнтарать. Тирпейлĕ, хăтлă, илемлĕ пулни пуриншĕн те меллĕ, — палăртать парка тăвас ĕçе йĕркелесе пыракан Юрий Алексеев.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕксенче: кану паркĕ илĕртет; паркри йывăçсене ачасем те лартма хутшăнни — ырă пулăм.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code