Вторник, 25 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Фермерсем вĕренеççĕ

Фермерсем вĕренеççĕ

24 регионта (çав шутра Чăваш Енре те) 2020 çулта Раççей ял хуçалăх банкĕ çĕршывра йĕркеленĕ «Фермер шкулĕн» алăкĕсем уçăлнă. Унта 19 специальноçпа вĕрентеççĕ.

Республикăра теори пайне Чăваш патшалăх аграри университетĕнче ăса хываççĕ. Вĕрентме аслă шкул преподавателĕсене, АПК эксперчĕсене, Раççей ял хуçалăх банкĕн специалисчĕсене явăçтараççĕ. Проекта хутшăнакансем çавăн пекех республикăри, çĕршыври вăйлă аталаннă хуçалăхсене çитсе вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашаççĕ. Çĕнĕлĕх вĕренекенсене бизнеса ăнăçлă тытса пыма, финанс пĕлĕвне ỹстерме, ăсталăха туптама май парать. Шкултан вĕренсе тухнă, бизнес-плана ăнăçлă хỹтĕленисене патшалăх докуменчĕпе — сертификатпа тивĕçтереççĕ.

Республикăра «Фермер шкулне» вĕренме кĕмешкĕн кăçал 90 заявка тăратнă. Ку проект халăхра анлă сарăлнине, пĕлĕве ỹстерни бизнеса çул уçма пулăшнине çынсем ăнланнине çирĕплетет. Конкурса хутшăнакансем комиссие ял хуçалăх производствин проекчĕпе, умри ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Çивĕч конкурсра пысăк балл пухса 30 çын çĕнтернĕ. Парта хушшине вара 49-ăн ларнă. Мĕншĕн тесен мал ĕмĕтлĕ 19 çын хăйсен шучĕпе вĕренме кăмăл тунă.

Фермерсем аудиторире кăна мар, дистанци мелĕпе те вĕренме пултараççĕ. Практика занятийĕсем республикăри вăйлă аталаннă хуçалăхсенче иртмелле. Вĕренỹ 2 уйăх ытла тăсăлать. Ун хыççăн кашнийĕ хăйĕн ĕçне аталантарассипе бизнес-план хатĕрлесе комисси умĕнче хỹтĕлет.

— Чăваш Ен Правительстви агропромышленность комплексне пур енлĕн аталантарма тăрăшать: регионта ял хуçалăх таварне туса илекенсем патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă кураççĕ. «Фермер шкулĕ» — ял экономикин çĕнĕ отрасльне аталантарас тата ăна çĕклес тĕллевпе йышăннă пуçарусенчен пĕри. Раççей ял хуçалăх банкĕпе пĕрле канашласа регионшăн пĕлтерĕшлĕ специальноçсене суйласа илнĕ. Унта вĕренес кăмăллă çын нумаййине кура йăнăшманнине ăнлантăмăр. Шкултан вĕренсе тухакансенчен инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртес, рынокра кирлĕ тавар туса илессе, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессе кĕтетпĕр. Ун валли хамăр енчен условисем туса пама тăрăшатпăр, — тесе палăртать ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code