Вторник, 16 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Иккĕшĕнче те — Елчĕксем

Иккĕшĕнче те — Елчĕксем

Елчĕкри «Ырсамай» культурăпа кану паркĕнче майăн 15-17-мĕшĕсенче округри çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисен финалĕ иртнĕ.

Пĕтĕмлетỹн юлашки кунĕнче пулас салтаксене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн пуçлăхĕ Василий Григорьев, Совет çарĕн Германири ушкăнĕнче служба тивĕçĕсене пурнăçланисен округри пĕрлĕхĕн председателĕ Николай Павлов саламланă.

Виçĕ куна пынă тупăшура 12 отделени 11 тĕрĕслев витĕр тухнă. Вăй-хал тата ăс-хакăл çивĕчлĕхĕпе уйрăмах палăрса Елчĕкри вăтам шкулăн «Орленок» ушкăнĕ улттăшĕнче 1-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. Пĕтĕмĕшле — çĕнтерỹçĕ! Аслă Елчĕксем кăçал нихçанхинчен ăнăçлă ăмăртнă, вĕсем — иккĕмĕш. Курнавăшсем нихăш çул та призерсен йышĕнчен тухман пулĕ, халĕ те 3-мĕш. «Зарница» ушкăнĕнче Елчĕксен икĕ команди тата Патреккел шкулĕн армеецĕсем палăрнă.

Çĕнтерỹçĕсем округ чысне республикăра хỹтĕлĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code