Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тавралăха варалар мар

Тавралăха варалар мар

Юнкун Елчĕк муниципалитет округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Хуçалăхра пухăнакан çỹп-çапа турттарассипе, строительство хыççăн пуçтарăннă тата выльăх каяшĕсене тăкнă саккунсăр свалкăсене тупса палăртассипе, шыва кĕмелли тапхăрта çынсем шыва кĕрекен юхан шывсемпе кỹлĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе, общество территорийĕсене комплекслă тирпейлессипе çыхăннă ыйтусем кун йĕркинче пулчĕç. Çак кунах 11 сехетре Елчĕк округĕн администрацийĕнче Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнчĕ.

Алевтина Федорова тата муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев хутшăннă информаци ушкăнĕ Елчĕкри почта çыхăнăвĕн, «Спутник» тата «Стройэнергосервис» ООО ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ.

Хытă каяшсене турттарассипе çыхăннă çĕнĕ саккун вăя кĕнĕ хыççăн халăх çỹп-çапа ятарлă контейнерсене пăрахать. Округри ялсенче пурĕ 248 контейнер площадки вырнаçтарнă. Çапах та ялсенче çỹп-çапа çывăхри юхан шывсен е кỹлĕсен хĕррисене, «вăрттăн» вырăнсене пăрахакансем те тĕл пулаççĕ. Çавна май саккунсăр свалкăсен шучĕ ỹссе пырать. Тасалăхра пурăнни кăмăл-туйăма çĕкленине, сывлăхшăн усăллă пулнине шута илсе йĕркене çирĕп пăхăнасчĕ, çỹп-çапа юраман вырăнсене пăрахас марччĕ. Халăхпа тĕл пулнă май шăпах çак темăна çивĕч çĕклерĕç ертỹçĕсем.

Пăшăрхантаракан тепĕр пулăм — шыва кĕмелли тапхăрта çулсерен инкексем пулни, çынсем путни. Шыв савăнăç анчах кỹтĕр тесен йĕркесене çирĕп пăхăнмалла. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх çакă паллă — халăх ытларах чухне ятарлă вырăнта шыва кĕменрен, е ỹсĕрле кĕнĕрен, вăй-хала тĕрĕс хакламанран, шыва тỹрех чăмнă хыççăн шăнăр туртнăран пурнăçран уйрăлать. Ачасем вара аслисем çителĕклĕ асăрхаса тăманран инкеке лекеççĕ. Çавна май шывра тимлĕ пулмалли пирки сăмах пычĕ тĕл пулусен вăхăтĕнче. Çулла çитнĕ май ачасем патне тимлĕхе ỹстерес тема та çивĕч пулчĕ. Кĕçĕннисем инкеке лексе шар курни, суранланни, унран та хăрушăраххи — пурнăçран уйрăлни — калама çук пысăк инкек.

Е.КРЫЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code