Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вулакана ялан хапăл

Вулакана ялан хапăл

Елчĕк муниципалитет округĕнчи вулавăшсенче паянхи кун тĕлне 29 библиотекарь ĕçлет. Вĕсем халăха кĕнекесемпе тивĕçтерессипе çеç мар, вулакансене тĕрлĕ акцисене, конкурссене явăçтарассипе те тимлеççĕ.

Алина Петрова ертсе пыракан округри тĕп вулавăшра 6 уйрăм йĕркеленĕ. Вĕсенче пĕтĕмпе 60 пин ытла, округĕпе 240 пин экземпляр кĕнеке шутланать. Вулама юратакансемшĕн кунта çĕнĕ изданисем килсех тăраççĕ. Çак кунсенче кăна библиотекăсем Чăваш кĕнеке издательствин 559 экземплярĕпе пуянланнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code