Вторник, 16 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кăтарту ỹсĕмлĕ

Кăтарту ỹсĕмлĕ

Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республикин бюджечĕн кăçалхи тăватă уйăхри кăтартăвĕсем, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, палăрмаллах ỹсĕмлĕ. Кăрлач-ака уйăхĕсенче консолидаци бюджечĕн тупăш пайĕ 38 миллиард тенкĕрен иртнĕ, тăкаксен пайĕ — 30 миллиард ытларах тенкĕ шайĕнче. Республика бюджечĕн тупăшĕ майăн 1-мĕшĕ тĕлне 35 миллиард тенкĕ урлă каçнă. Налук тата налук шутне кĕмен тупăш 17,5 миллиард тенкĕпе (137,5 процент) танлашнă. Çавăн пекех организацисен тупăшĕн, пурлăхĕн налукĕсен, акцизсен кăтартăвĕсем те ỹснĕ. Республика бюджечĕн тăкакĕсем 27 миллиард тенке çитнĕ. Адреслă инвестици программине пурнăçласси 7,7 процент ỹснĕ. Федераци бюджетĕнчен тавăрса памалла мар илнĕ субсидисен виçи 17 миллиард тенкĕпе танлашнă, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 1,6 хут нумайрах.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code