Суббота, 22 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тивĕçлĕ хак панă

Тивĕçлĕ хак панă

Калчасем мĕнле шăтса тухнине тĕрĕслекен округри комисси членĕсем «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн уй-хирĕсенче пулса курнă май, тыр-пула кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа акса хăварнине, çакна кура мĕнпур лаптăкри культурăсем кирлĕ шайра аталаннине палăртнă.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче, кайран тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹсем тунă чухне кунта ял хуçалăх культурисене акассине туллин пурнăçланине, ỹсен-тăран çăралăхне, уйсен, акнă лаптăксен тỹрĕлĕхне, пусă çаврăнăшне шута илнине, хирсен çывăхĕнчи территорисен тирпейлĕхĕпе тасалăхне чи малти вырăна хунă. Пĕтĕмлетỹре вара «Комбайн» ЯХПКра çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене çỹллĕ шайра пурнăçласа хăварма пултарнине — минераллă удобренисемпе, ỹсен-тăран хỹтĕлемелли хатĕрсемпе те туллин усă курнине çирĕплетнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code